Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Раççей Президентне панă ыйтусем: ятарлă çар опрацийӗнчен пуçласа пушă вăхăт тупăнсан кампа чей ӗçес тени таран

Раççей Президенчӗпе Владимир Путинпа çуллен тӳрӗ эфирта иртекен анлă пресс-конференци Çӗнӗ çул умӗнхи чи кӗтнӗ пулăмсенчен пӗри. Раççей çыннисем ăна кӗтеççӗ, тӳрӗ эфирта Президент хăлхине кӗнӗ проблема, хумхантаракан ыйту ăнăçлă татăласса шанаççӗ. Миллионшар ыйту – вӗсенче çӗршыв пуласлăхӗпе аталанăвӗ, граждансен хăрушсăрлăхӗпе тăнăç пурнăçӗ, уйрăм çынсен шăпи...

Кăçалхи тӳрӗ эфирпа пресс-конференци 5 сехете яхăн тăсăлчӗ. Раççей журналисчӗсемсӗр пуçне унта ют çӗршыв журналисчӗсем те хутшăнчӗç. 

Александра Суворова панă ыйтăва хуравланă чух Владимир Путин çӗршыв аталанăвӗшӗн чи кирли – суверенитет çинче чарăнса тăчӗ. Европа çыннисем пирки каласа вӗсем чи малтан хăйсене европеецсем пек кăтартса хăйсен наци палăрăмне çухатнине палăртрӗ. «Чи малтан вӗсем нимӗçсем, французсем, итальянецсем, вара тин Европа çыннисем-çке? Çакă кайран мӗнпурин çине витӗм кӳрет, çав шутра экономикăна та», – терӗ Владимир Путин. Мӗн калама пулать кун пирки? Акă мӗн – Раççей чи малтан нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ çӗршыв пулнине. Тӗрлӗ халăх чӗлхи, культури çӗршыв никӗсӗ, вăйӗ пулса тăрать. Акă мӗнпе улшăнса тăратпăр эпир Анăçран. Пирӗн вăй пӗрлӗхре. Суверенитет вăл нумай енлӗ. Оборона, наука, технологи, вӗрентӳ, культура – кашни енпе çӗршыв вăйлă, хăйхальлӗ çӗршыв пулмалла. Çаксем пирӗн пурте пур. 

Мӗн хумхантарать-ха паян Раççей гражданӗсене. Искусствăлла интеллект тӗпчевӗ тăрăх, панă ыйтусенчен нумайăшӗ хаксем ӳснипе çыхăннă. Уйрăмах Тухăçри регионсенче пурăнакансене ку хумхантарать. Çавсен шутӗнче Камчатка тăрăхӗ, Сахалин, Иркутск облаçӗсем тата Анăçри Калининград облаçӗ. Çынсене çăкăр, çăмарта, пулă, çу, топливо хакӗсем ӳсни канăçсăрлантарать. Росстат кăтартăвӗсене илес пулсан хаксем юлашки эрнере 3,4 процента ӳсни палăрать. Хăяр вара ноябрьте 43 процента ӳснӗ хыççăн тата 10 процента хакланнă. 

Раççей Президенчӗн сăмахӗпе, Раççей пысăк çӗршыв, ӗç укçи ӳсни те вăтам кăтарту, хăш-пӗрин вăл ӳсес вырăнне чакнă та. Çакна та палăртса хăварчӗ Президент. «Мана итленӗ май, эс мӗн калаçан, ман мӗнле пулнă çапла юлнă, тепри чакнă тейӗ. Экономика ӳсӗмӗ пирки каланă чух, паллах, эп вăтам кăтартусем пирки каларăм. Мӗншӗн тесен малашнехине планлама мӗн-тӗр çине пирӗн тӗревленмелле. Хаксем ӳснинче объективлă сăлтавсем те, субъективлисем те пур. Чи кирли рынок сӗнӗвӗ çынсен тупăшӗпе килсе тăмалла. Туянас пултарулăх çӗршывра туса кăларакан таварсен калăпăшӗпе шайлашмалла. Пирӗн вара ӗç укçипе тупăшсем тӗрлӗ продукци туса кăларассинчен, таварсен массинчен хăвăртрах ӳссе пычӗ», – ăнлантарчӗ çӗршыв ертӳçи. Владимир Путин сăмахӗпе, тӗслӗхрен, ашпа сӗте çиесси икӗ хут ӳснӗ. Çу туса илме сӗт çитсе пымасть. Кирлӗ продуктсене туса кăларасси вӗсемпе усă курнинчен икӗ хут сахалрах. Çавăнпа кунта отрасль шайӗнче лару-тăрăва йӗркене кӗртмелле. Иккӗмӗш сăлтавӗ – тухăç. Тепӗр сăлтавӗ – хăш-пӗр продукцин хакӗ тӗнчипех ӳснинчен те килет. Санкцисен витӗмӗ те пур. 

«Хаксем ӳсни начар япала. Çапах та макроэкономика кăтартăвӗсене тытса прысан шанатăп ку проблемăна та татса парăпăр. Макроэкономика вăл экономика сывлăхӗн никӗсӗ», – палăртрӗ çӗршыв ертӳçи. 

Алина Хасцаеван ыйтăвӗ калаçăва Раççейӗн çар аталанăвӗ çине куçарчӗ. Ун ыйтăвӗ çар кадрӗсен хатӗрленӗвпе çыхăнчӗ. Çурçӗр Кавказра çар специалисчӗсене ӗлӗкрех нумай хатӗрленӗ. Осетири çар институтӗнчен вӗренсе тухнисенчен питӗ нумайăшӗ Раççей Геройӗ ятне ивӗçнӗ, çав шутра СВОна хутшăннă Сергей Хайрутдинов та. Ăна çӗнӗрен чӗртме çук-ши пулчӗ ыйту. 

Владимр Путин Çурçӗр Осети Раççейӗн форпосчӗ пулнине асăнса ку ыйтăва тӳрех татса пама çуккине каларӗ, анчах ыйтăва ӗçе илессине те çирӗплетсех каларӗ. Çӗршыв ертӳçин сăмахӗпе, çар училищисене хупнă вăхăтра Раççей çарне ун чухлӗ кадрсем кирлӗ пулман. Халӗ çар, вăй подразделенийӗсен шутне ӳстернӗ чух çӗнӗрен çар училищисене уçассине те пăхса тухӗç тен. 

ТАСС корреспонденчӗн Петровăн ыйтăвӗ сăмаха ятарлă çар операцийӗ çине куçарчӗ. Журналист Çӗнтерӳ курăнать-и-ха тесе интересленчӗ. 

– Кун пек ыйту пуласса кӗтрӗм эпӗ. Нумайăшне çак ыйту хумхантарть, – терӗ Владимир Путин. Ыйтăва хуравласа çӗршыв ертӳçи журналистсене ятарлă çар операцине тимлӗх уйăрнăшăн, салтаксен паттăрлăхне çутатнăшăн тав турӗ. Владимир Путин лару-тăру палăрмаллах улшăнса пынине, фронт линийӗ тăршшӗпех активлăх ӳснине, салтаксем кунсерен тăваткал километрлă лаптăксене тавăрнине, ятарлă çар операцине пуçланă чухне лартнă тӗллев патне çирӗппӗн утнине палăртрӗ.  

Владимир Путин Курск облаçӗнче çапăçакан 155-мӗш Лăпкă тинӗс çар пехотине, 810-мӗш Хура тинӗс çар пехотине, 76-мӗшпе 106-мӗш Сывлăш çар десанчӗн дивизийӗсене, мотопехотăн «Север» группировкине тав туса асăнчӗ. 

Курск облаçне хăçан ирӗке кăларассипе, ятарлă çар операциӗпе çыхăннă ыйтусем татах та пулчӗç. 

Раççей Президентне ыйтусем журналистсемпе пӗрле çӗршывра пурăнакансем те пама пултарчӗç. Сывлăх сыхлав, вӗрентӳ, çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх тата ытти тӗрлӗ сферăна пырса тивекен ыйтусене хуравларӗ Президент. Темиçе хутчен блиц-ыйтусен блокне хуравларӗ çӗршыв ертӳçи. Çынсене çӗршыври лару-тăрусăр пуçне Владимир Путинăн харпăр пурнăçӗ те интереслентерни палăрчӗ. Телейлӗ-и пирӗн Президент, укçине ăçта усрать, кампа чей ӗçӗччӗ пушă вăхăт тупăнсан тата ытти те.

Сӑнӳкерчӗк kremlin.ru сайран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Президент РФ