News by date 19 December 2024
-
Раççей Президентне панă ыйтусем: ятарлă çар опрацийӗнчен пуçласа пушă вăхăт тупăнсан кампа чей ӗçес тени таран
Раççей Президенчӗпе Владимир Путинпа çуллен тӳрӗ эфирта иртекен анлă пресс-конференци Çӗнӗ çул умӗнхи чи кӗтнӗ пулăмсенчен пӗри. Раççей çыннисем ăна кӗтеççӗ, тӳрӗ эфирта Президент хăлхине кӗнӗ проблема, хумхантаракан ыйту ăнăçлă татăласса шанаççӗ. Миллионшар ыйту – вӗсенче çӗршыв пуласлăхӗпе аталанăвӗ, граждансен хăрушсăрлăхӗпе тăнăç пурнăçӗ, уйрăм çынсен шăпи...
-
В.В.Путин: «Хусан – Европăри чи лайăх хуласенчен пӗри»
Тутарстанăн тӗп хули – Европăри чи лайăх хуласенчен пӗри пулнине каларӗ Раççей Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ лини вăхăтӗнче «Татар-информ» информаци агентствин журналисчӗ панă ыйтăва хуравланă май. Вăл Владимир Путинран Хусанта иртнӗ саммит пирки ыйтрӗ.
-
Çӗнӗ çула çӗнӗ спектакльпе
Çак кунсенче Хусанти К.Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗ çӗнӗ ӗçӗпе паллаштарчӗ.
-
Раççей Президенчӗн пресс-конференцине паян чăвашсем те хутшăнаççӗ
Владимир Путин ирттерекен тӗлпулăва Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен тата ют çӗршывсенчен журналистсем килсе çитнӗ. Вӗсен хушшинче Чӑваш телерадиокомпанийӗн ӗçченӗсем - Алексей (Элтияр) Александровпа Юля Важенина.
-
Владимир Путин çӗршыври лару-тăрăва çирӗп тесе палăртрӗ
Паян декабрӗн 19-мӗшӗнче ку вăхăтра Раççей Федерацийӗн Президенчӗпе Владимир Путинпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе тӳрӗ эфир пырать. Кăçал вăл пӗр харăсах пресс-конференципе пӗрле иртет. Ăна Пӗрремӗш каналăн çар корреспонденчӗпе Дмитрий Кулькопа ВГТРК телеертӳçи Александр Суворов, РФ Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Дмитрий Песков ертсе пыраççӗ.
-
Уяв кунӗсенче хусансемпе туристсем валли йӗркеленӗ мероприятисем
«Казан» Çемье центрӗ çумӗнчи лапам тӗп площадкӑсенчен пӗри пулӗ. Кунта килекенсен халӑхпа пӗрле юрӑ юрлама, Хусанăн тӗп ёлкине уçнӑ çӗрте, спектакльсемпе концертсем курма пултараççӗ. Пӗтӗм çӗре тӳлевсӗрех кӗртнине «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов пӗлтерчӗ.
-
Зиля ВАЛЕЕВА: «ÇЫНСЕМ ХАЛӖ ТӖРӖСЛӖХШӖН»
Тутарстан Республикин Обществăлла Палати çулталăк тăршшӗпе активлă ӗçлет. Патшалăх власть органӗсемпе граждансен хутшăнăвӗсенче паллă вырăн йышăнса чылай лару-тăрăва йӗркелеме пулăшать.
-
Юхма Мишшипе тӗлпулу пулать
Декабрӗн 20-мӗшӗнче 17 сехетре Тутарстанăн Наци библиотекинче (Хусан, Пушкин урамӗ, 86-мӗш çурт) чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе (Михаил Николаевич Юхмапа) тӗлпулу иртет.