Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

В.В.Путин: «Хусан – Европăри чи лайăх хуласенчен пӗри»

Тутарстанăн тӗп хули – ‎Европăри чи лайăх хуласенчен пӗри пулнине каларӗ Раççей Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ лини вăхăтӗнче «Татар-информ» информаци агентствин журналисчӗ панă ыйтăва хуравланă май. Вăл Владимир Путинран Хусанта иртнӗ саммит пирки ыйтрӗ.

«Эсир Мускава тӗрлӗ çӗршыв лидерӗсем шучӗ сахалрах килнине каларăр. Тӗрӗс калатăр, Хусанта нумайрах пуçтарăнчӗç. Хусана тав тăватăп кун пек майсемшӗн», – терӗ Владимир Путин.

Ун сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра Хусан аталанса малалла туртăнать.

«Пӗртте ӳстерсе каламастăп, Хусан Европӑри чи лайӑх хуласенчен пӗри. Эпир Мускавпа мухтанатпӑр – вăл тӗнчери чи пысӑк та чи лайӑх мегаполиссенчен пӗри. Хусан та хӑвӑрт, активлӑ аталанать. Астӑватӑп, Минтимер Шарповичпа [Шаймиевпа] эпир Хусан хӗрринчи çӗрпӳрте кӗтӗмӗр. Çынсем çӗрпӳртре пурӑннӑ. Котлован чавнӑ та, çӳлтен витнӗ», – аса илчӗ Президент Хусана килнӗ тапхăра.

«Анчах тутарсемпе вӗсен культурине тивӗçлипе мухтамалла: пур çӗртре те тап-таса, тирпейлӗ, сӗтел çинче тутлӑ чак-чак тата ытти те. Хусан аталанать, чаплӑ хула. Метро та пур. Эпир ун чухне Минтимер Шарповичпа мӗн кирли çинчен каларӑмӑр та йышăну турăмăр. Çӗнӗ ертӳçӗ Рустам Нургалиевич [Минниханов] та  çак эстафетӑна ярса илсе малалла питӗ тухӑçлӑ ӗçлет», – палӑртрӗ Владимир Путин.

Хусанпа Тутарстанра питӗ пултаруллӑ çынсем пурӑннине, тӗрлӗ наци çыннисем килӗштернине, пӗр-пӗрин йӑлисене хисепленине, тӗн уявӗсенче пӗр-пӗрин патне хӑнана çӳренине те каласа хăварчӗ вăл. «Питӗ лайӑх пулса тухать сирӗн», - вӗçлерӗ сăмаха Президент.

Тӳрӗ лини вăхăтӗнче тунаă скриншот.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Президент РФ