Зиля ВАЛЕЕВА: «ÇЫНСЕМ ХАЛӖ ТӖРӖСЛӖХШӖН»
Тутарстан Республикин Обществăлла Палати çулталăк тăршшӗпе активлă ӗçлет. Патшалăх власть органӗсемпе граждансен хутшăнăвӗсенче паллă вырăн йышăнса чылай лару-тăрăва йӗркелеме пулăшать.
Декабрӗн 17-мӗшӗнче Обществăлла Палата çуртӗнче пӗтӗмлетӳ ларăвӗ иртрӗ. Ун ӗçне организацин председателӗ Зиля Валеева йӗркелесе ертсе пычӗ. Ларура çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене туса обществăлла канашсен, коммерцилле мар организацисен, муниципаллă йӗркеленӳсен ӗçне, ятарлă çар операцине пулăшассипе хута янă çӗнӗ практикăсемпе пуçарусене, Çемье çулталăкӗпе ирттернӗ мероприятисене сӳтсе явса хак пачӗç. Тӗп тема – Тутарстан Республикин граждан обществин лару-тăрăвӗпе аталанăвӗ.
Каласа хăварас пулать, пӗтӗмлетӳ ларăвне ОП пайташӗсемпе эксперчӗсемсӗр пуçне Раççей юрисчӗсен Тутарстанри уйрăмӗн Ӗçтăвком председателӗ Тимур Какохо, ТР Раис администрацийӗн, ТР Министрсен Кабинечӗн, ТР Патшалăх Канашӗн, ТР Конституци канашӗн, обществăлла организацисен, тӗн представителӗсем хутшăнчӗç.
Тимур Какохо, сăмах май вăл Обществăлла палатăн право ыйтăвӗсемпе комиссин председателӗ те, граждансен республикăри обществăлла политика пурнăçӗнчи активлăхӗ çинче чарăнса ку çулта иртнӗ РФ Президенчӗн, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗсемпе çыхăннă ӗçе пӗтӗмлетрӗ.
ОП Председателӗ Зиля Валеева палăртнă тăрăх, граждан обществи юлашки çулсенче палăрмаллах улшăнчӗ.
«Ку çула пӗтӗмлетес пулсан республикăра пурăнакансем самана кăларса тăратнă йывăрлăхсене пӗрле чăмăртанса йышăннине палăртмалла. Çӗршыв ертӳçи те хăйӗн Чӗнӗвӗнче çакна пӗрре мар палăртрӗ. Чăн та, халӗ çӗнӗ пӗрлӗхсем йӗркеленеççӗ, пуррисем трансформациленсе улшăнаççӗ, коммерцилле мар организацисем те хăйсен ӗçне улăштарчӗç. Граждансен сообществисен пахалăхӗ пач урăхла паян. Ăна паян скептиксем те палăртаççӗ. Нумай пулмасть Экономикăн аслă шкулӗ ирттернӗ социаллă ыйтăм Раççей çыннисенчен 71 проценчӗ пӗрре те пулин кама та пулин укçа парса, 60 проценчӗ тӗрлӗ япалапа пулăшни, халӗ вара 90 проценчӗ тӗрлӗ ыркăмăллăх ӗçне хутшăннине кăтартнă. Тата çакна та палăртса хăвармалла, халӗ граждан обществинче тӗрӗслӗхшӗн, моральпе кăмăл-сипет хаклăхӗсемшӗн тăни ӳснӗ. Ку пирӗн, влаçпа граждансен хутшăнăвӗсен пӗрлехи ӗç кăтартăвӗ», – терӗ Зиля Валеева.
Ун сăмахӗпе, общество халӗ влаçран тӗрлӗ ыйтусемпе проблемăсене рационаллă татса панипе кăна çырлахмасть. Вӗсем хăйсен ыйтнине тӗрӗс татса парасса, çынла тимлӗх уйăрасса кӗтеççӗ. Çакна Зиля Валеева Çӗнӗ Раççей йӗркеленӗвӗн чи тӗп тренчӗсенчен пӗри тесе палăртрӗ.
Доклад тăвакансен шутӗнче Тимур Какохо, ОП председателӗн çумӗ, вӗрентӳ енӗпе комиссин председателӗ, Хусан Инноваци университечӗн ректорӗ Асия Тимирясова, ОП председателӗн çумӗ Мунир Гафиятуллин пулчӗç.
Мунир Гафиятуллин Обществăлла палата пайташӗсем СВОна пулăшас ӗçе хутшăннипе паллаштарчӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, ОП çамрăксен ӗçсемпе комиссин председаетлӗ Тимур Камалетдинов çулталăк тӗршшӗпе пӗрре мар фронта гуманитари пулăшăвне леçме кайса çӳренӗ. ОП пайташӗсем Хусанти Киров, Мускав районӗсен администарцийӗсемпе çыхăнса ӗçлесе СВО зонине дизель генераторӗсем, çывăрмалли михӗсем, беспилотниксем, ваннă техника валли запас пайсем – пӗтӗмпе 2 миллион тенкӗ ытла кирлӗ япала ăсатнă.
Спикер палăртнă тăрăх, Обществăлла палата пайташӗсем Лисичанскпа Рубежнăя, Курск облаçне пулăшассипе те активлă ӗçленӗ, темиçе хутчен çынсене чи кирлӗ япаласемпе гуманитари тиевӗ ăсатнă.
Ку ӗçре вӗсем Пӗтӗм Раççейри Çӗнтерӳ волонтерӗсемпе пӗрле 19 фурăпа 400 тонна гуманитари тиевӗ леçнӗ.
Асия Тимирясова ОП вӗрентӳ енӗпе комиссин ӗçӗсене пӗтӗмлетсе ку çулта ирттернӗ мероприятисен никӗсӗнче йăлари хаклăхсене аталантарасси, аттелӗхпе аннелӗхе тӗрев парасси, ваттисене хисеплесси, историлле астăвăма упрасси, педагогсен авторитетне ӳстересси, ыркăмăллăх ӗçне аталантарасси пулнине палăртрӗ. Шкулта «Семьеведение» çӗнӗ предмет кӗртнине ырласа асăнчӗ.
«Ку çулăн чи кирлӗ пӗтӗмлетӗвӗ – эпир хамăрăн вăй-хала тӗрӗслесе пурте хăй ӗçлекен отрасльте çемьепе çыхăннă ыйтусене ăнăçлă татса пама пултарнине кăтартрăмăр», – ларăва пӗтӗмлетрӗ Зиля Валеева.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев