Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв кунӗсенче хусансемпе туристсем валли йӗркеленӗ мероприятисем

«Казан» Çемье центрӗ çумӗнчи лапам тӗп площадкӑсенчен пӗри пулӗ. Кунта килекенсен халӑхпа пӗрле юрӑ юрлама, Хусанăн тӗп ёлкине уçнӑ çӗрте, спектакльсемпе концертсем курма пултараççӗ. Пӗтӗм çӗре тӳлевсӗрех кӗртнине «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов пӗлтерчӗ.

Тӗп ёлкӑна декабрӗн 24-мӗшӗнче уçаççӗ. Йӗркелӳçӗсем ку мероприятие флешмобран пуçласшӑн. Кӑмӑл пуррисене пурне те çитес ытларикун 17.30 сехетре Фестиваль бульварӗнче, «Козья слобода» метро станцийӗнчен тухнӑ çӗрте кӗтеççӗ. Килекенсем çутӑ тумтир тӑхӑнмалла, пӗрле хӑйсем тунӑ ёлка теттине те илмелле, вӑл та шурӑ тӗслӗ пулмалла. Теттене «Культура Казани» телеграм-каналта вырнаçтарнӑ видеороликран пӑхса тума пулать.

«Флешмоба «Ак елан» тутар легендин мотивӗпе ирттересшӗн. Шурӑ çӗлен çынна юратать, ӑна усалтан хӳтӗлет, хăрушлăхран асӑрхаттарать, пулăшать», – ӑнлантарса пачӗ журналистсене Азат Абзалов.

Асамлă пӗчӗк хулана «Новый год офлайн» концепципе уçаççӗ. Программăра Хӗл Мучипе Юр пике, «Джаст Браз» коллектив, Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗн солисчӗсем, Тутарстанăн тава тивӗçлӗ артистки Анастасия Макаровӑпа «Амурус» ушкӑн, çавӑн пекех «Ноу Хау» параппан шоу пулать.

Ёлкăсене Хусанти пур районта та уçаççӗ. Вӗсем канмалли кунсенче пӗр режимпа ӗçлеççӗ – 22.00 сехетччен, декабрӗн 31-мӗшӗнче 3 сехетчен.

«Казан» Çемье центрӗ патӗнче Çӗнӗ çула кӗтсе илме пулать. Уява килекенсем Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн тата  Тутарстан Раисӗн Рустам Миннихановăн саламӗсене пăхма пултараççӗ. Çӗнӗ çул шлягерӗсемпе паллӑ юрӑсене хусан çыннисемпе пӗрле пултарулӑх коллективӗсемпе çамрӑксен ушкӑнӗсем юрлаççӗ. Программа çурçӗр иртсе икӗ сехетчен тăсăлать, виçӗ сехетчен музыка пулать. Çӗнӗ çула «Черное озеро» паркра та кӗтсе илме май пур. 

Январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 6-мӗшӗччен тӗп елка хулинче «Театральный Новый год» проектӑн мероприятийӗсем иртеççӗ, программа 17.00 сехетре пуçланать. Январӗн 1-мӗшӗнче «Щелкунчик» спектакль кăтарттаççӗ, представление «Городские пижоны» кавер-ушкăн та хутшăнать. Январӗн 2-мӗшӗнче «Бременские музыканты» спектакле «Оперение»  студие çӳрекенсем кăтартӗç, вӗсем хыççăн Scratch Dj School вӗренекенӗсем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарӗç. Январӗн 3-мӗшӗнче «Новогодние игрушки» спектакль курма пулать. Çав кунах «Пати-плэй» ушкӑн юрлать. Январӗн 4-мӗшӗнче йӗркелӳçӗсем хусансене «Апуш» студийӗн  «Бозны эреткән йөрәк» спектакльне, Ильгиз Шайхразиевăн тата Malsi Music музыкантăн концертне курма чӗнеççӗ. Январӗн 5-мӗшӗнче С.Саид-Галиев ячӗллӗ Культура Çурчӗн ӗçченӗсем «Новый год офлайн»  спектакль кăтартаççӗ. Сцена çинче Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗн артисчӗсем тата Дмитрий Железнов ертсе пыракан ачасен ушкăнӗ юрлӗ. Мероприятисем январӗн 6-мӗшӗнче «Окно в прошлое» спектакльпе тата «Красная горка» коллективӑн концерчӗпе вӗçленеççӗ. Çав каçах куракансем  валли интереслӗ вӑйӑсем те  йӗркелеççӗ. Январӗн 13-мӗшӗнче Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗн артисчӗсемпе пӗрле Кивӗ Çӗнӗ çул уявӗ иртӗ.

Çавӑн пекех январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 5-мӗшӗччен хулара «Елан сәяхәте» DJ-фургон çӳрӗ. Вӑл Бауман урамӗнчи «Часы» монумент патӗнче, «Мега» суту-илӳ центрӗ умӗнче, Дербышки поселокри Мир урамӗнчи скверта, Салават Куперере вырнаçнă тата «Калейдоскоп» парксенче чарӑнӗ. Кашни çӗрте интереслӗ спектакльсем кӑтартӗç, фургон тӑрринче диджей çӗнӗ çул кӗввисене вылянтарӗ.

Каласа хăвармалла, уяв кунӗсенче хусансемпе туристсем валли 106 мероприяти  йӗркелеççӗ. Вӗсен хушшинче театрализациленӗ спектакльсем, музыкӑпа ташӑ каçӗсем, мастер-классем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем.

Физкультурăпа спорт комитетчӗн председателӗ Линар Зимфирович Гарипов хӗллехи сезона хатӗрленни тата хула çыннисене кӗтекен спорт мероприятийӗсем çинчен каласа пачӗ.

Кӑçал хусансем валли 105 вырӑн конькипе,  14 трасса йӗлтӗрпе ярăнма йӗркеленӗ. Çитес канмалли кунсенче Хусанта 2024 çулӑн тӗп спорт пулӑмӗ иртет. Йӗлтӗрпе чупса  Хусан Мэрӗн Кубокне кам илни паллă пулать. Январь уйӑхӗн варринче йӗлтӗрçӗсене Тутарстанăн тӗп хулинче Раççей Кубокӗшӗн тупăшма чӗнеççӗ.

Căнӳкерчӗксем авторăн тата  «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт культура мэрия