Раççей Президенчӗн пресс-конференцине паян чăвашсем те хутшăнаççӗ
Владимир Путин ирттерекен тӗлпулăва Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен тата ют çӗршывсенчен журналистсем килсе çитнӗ. Вӗсен хушшинче Чӑваш телерадиокомпанийӗн ӗçченӗсем - Алексей (Элтияр) Александровпа Юля Важенина.
Алексей (Элтияр) Александров палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал мероприятие хутшӑнма пултарни журналистшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. «Эпӗ те çӗршыв Президентне ыйту пама пултаратӑп», - савӑннине пытарман çамрӑк журналист.
Алексей (Элтияр) Александровăн сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев