Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Владимир Путин çӗршыври лару-тăрăва çирӗп тесе палăртрӗ

Паян декабрӗн 19-мӗшӗнче ку вăхăтра Раççей Федерацийӗн Президенчӗпе Владимир Путинпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе тӳрӗ эфир пырать. Кăçал вăл пӗр харăсах пресс-конференципе пӗрле иртет. Ăна Пӗрремӗш каналăн çар корреспонденчӗпе Дмитрий Кулькопа ВГТРК телеертӳçи Александр Суворов, РФ Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Дмитрий Песков ертсе пыраççӗ.

Калас пулать, Президента ыйту тӗрлӗ мелпе пама пулать. Пӗрремӗшӗнчен телефонпа 8–800–200–40–40 номерпе шăнкăравласа, 0–40–40 номерпе СМС ярса, «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсем урлă. Унсăр пуçне москва-путину.рф сайтпа приложени урлă. Тӳрӗ эфир вӗçлениччен ыйту пама вăхăт пурин те пур, операторсем йышăнаççӗ.

Тӳрӗ эфир пуçланиччен Раççей çыннисенчен 2 миллион та 200 пин ыйту çитни паллă пулчӗ. Çав шутран 1 миллионӗ те 200 пинӗ телефонпа шăнкăравласа ыйтнисем. Кулько палăртнă тăрăх, кăçал программа хатӗрленӗ, ыйтусене тишкерес ӗçе Пӗтӗм Раççейри халăх фрончӗн доброволецӗсем, ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем хутшăннă.  Ыйтусенчен хăш-пӗрне «Итоги года» программăна хатӗрленӗ тапхăртах федераллă тата регионри власть представителӗсемпе пӗрле татса пама пултарнă.

Тата кăçалхи пресс-конференцие килекен ыйтусене тӗпчесе йӗркелес ӗçре «Сберăн» GigaChat искусствăлла интеллекчӗпе те усă курнă. Ку ыйтусене системăлама пулăшса пынă. 

Тӳрӗ эфирпа пресс-конференци Александр Суворов ыйтăвӗпе пуçланчӗ.

– Çавăн пек туйăм пур – тӗнче ухмаха ернӗ пек, мӗншӗн тесен тӗнчере тӗрлӗ хирӗçтăрусен потенциалӗ питӗ те ӳссе кайрӗ, тӗнче экономики йывăр лару-тăрура. Мӗнле çак вăхăтра Раççей тытăнса кăна тăмасть ӳсӗм те кăтартаят?

– Пӗлетӗр-и, йăлт лăпкă, йӗркепе пынă чух пире кичем, хускану çитмест. Вăл пуçланать кăна тăнлав патӗнче шăхăрма тытăнать: çеккунтсем, пульăсем.. Хăрушă пире. Çапла хăрушă. Анчах аплах та мар. Йăлт экономикăпа виçӗнет. Çавăнпа яланхи пек экономикăран пуçлатпăр. Экономика вăл пирӗн никӗс. Унтанах граждансен пурнăç шайӗ, çӗршыв çирӗплӗхӗ, оборона пултарулăхӗ те килет. Раççей экономики енӗпе лару-тăру çирӗп, эпир ниме пăхмасăр аталанатпăр. Пӗлтӗр экономика ӳсӗмӗ 3,6 процентпа танлашрӗ, кăçал вăл 3,9 процент, тăваттă  теме пулать. Икӗ çулта экономика ӳсӗмӗ 8 процентпа танлашрӗ. Штатсенче 5-6 процент, Еврозонăра 1,  Германире 0. Çитес çул та вӗсен ноль пуласси куçкӗрет, – терӗ Владимир Путин ыйтăва хуравласа.

Раççей Президенчӗ палăртнă тăрăх, Халăхсен хушшинчи финанспа экономика институчӗсем Раççее экономика калăпăшӗпе Европăра 1-мӗш вырăн панă, тӗнчере тăваттăмӗш вырăнта. Малта Китай, Америка, Инди пыраççӗ. Владимир Путин сăмахӗпе, ӗçсӗрлӗх шайӗ 2,3 процентпа танлашни те лайăх кăтарту. Ку нихçан та апла пулман. Çавăн пекех Владимир Путин производствăпа промышленноçăн уйрăм отраслӗсенче те ӳсӗм пуррине палăртса хăварчӗ. Паллах инфляци кăтартăвӗсем хумхантараççӗ. Тӗп Банк кăтартăвӗсемпе вăл 9,2-9,3 процентпа танлашнă. Çапах ӗç укçи те 9 процента ӳсни лару-тăрăва кăштах çемçетет. Çавна кура çӗршыври лару-тăрăва Раççей Президенчӗ çирӗп тесе палăртрӗ.

Тӳрӗ лини вăхăтӗнче тунă скриншот. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: прямая линия Президент РФ