Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тутарстанри 139 ача чăваш чӗлхипе патшалăх экзаменӗ тытать

9 тата 11-мӗш классенчен вӗренсе тухакансемшӗн хӗрӳ тапхăр пуçланчӗ. Ӗнер, май уйăхӗн 23-мӗшӗнче, ачасем географипе, литературăпа, химипе, тăван чӗлхепе пӗрремӗш патшалăх экзаменне тытрӗç. Кăçалхи çӗнӗлӗхсемпе ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ И.Хадиуллин май уйăхӗн 21-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.

Ильсур Гараевич хăй сăмахне патшалăх экзаменне тытма ирӗк паракан йӗрке улшăнманнинчен пуçларӗ.Вӗренекенӗн кашни çулта мӗнпур предметпа ӗлкӗрсе пынине кăтартакан паллăсем тата февралӗн 1-мӗшӗччен ППЭне хутшăнма çырнă заявлени пулмалла. Кунсăр пуçне пӗтӗмлетӳ сочиненине (изложенине) лайăх çырмалла (пӗлтӗр декабрӗн — 6-мӗшӗнче, кăçал февралӗн 7 тата апрелӗн 10-мӗшӗсенче) çырчӗç Республикăри 14604 шкул ачи ку тӗрӗслеве иртсе экзамен тытма ирӗк илнӗ. Виççӗшӗ вара асăннă сочинение (изложение) çырайман, çавăнпа вӗсем кăçал аттестатсăр юлаççӗ. 

Пӗрлехи патшалăх экзаменӗн тӗп тапхăрӗ май уйăхӗн 23-мӗшӗнче пуçланса июнӗн 11-мӗшӗччен пырать. Обязательнăй йӗркепе тытмалли экзаменсем вырăс чӗлхипе май уйăхӗн — 28, математикăпа 31-мӗшӗсенче. Экзаменсен результачӗсем июнӗн 6-26-мӗшӗсенче паллă пулаççӗ.

РФ Президенчӗн В.Путинăн хушăвӗпе июлӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче ППЭре пӗчӗк балл пухнисем валли пӗр предметпа тепӗр хут экзамен тытма хушма кунсем уйăраççӗ (результатсем июлӗн 15 тата 17-мӗшӗсенче паллă пулаççӗ). Ку çӗнӗлӗх кăçал шкул пӗтерекенсене кăна пырса тивет. Оценкăна лайăхлатас шутлисем тепӗр хут экзамен пама заявление июнӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 1-мӗшӗччен çырмалла. Министр кун пек чух пӗрремӗш хут панин результачӗ çухалассине, урăхла каласан ачан икӗ экзаменран лайăхраххине суйлама ирӗк çуккине аса илтерчӗ.
Пӗрлехи патшалăх экзаменне 27 ача (кăçал шкул пӗтерекенсемпе колледжсен студенчӗсем) мартăн 22-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 22-мӗшӗччен географипе, литературăпа, химипе, вырăс чӗлхипе, математикăпа, обществознанипе, физикăпа, информатикăпа, акăлчан чӗлхипе, биологипе тытнă, вăтам балл –55.

 Кăçалхи тепӗр çӗнӗлӗх — ытти çулсенче шкул пӗтернисем ППЭне тӗп тапхăрăн резерври кунӗсенче, июнӗн 13-21 –мӗшӗсенче, тытаççӗ. Ытти çулсенче кун пеккисем малтанхи тапхăрта панă.

Обязательнăй йӗркепе вырăс чӗлхипе тата математикăпа тӗп тапхăрта ППЭ парайман е чире, е ытти сăлтава пула экзамена килейменнисем сентябрӗн 4, 9, 23-мӗшӗсенче тепӗр хут экзамен тытма ирӗк пур.
Кăçал шкул пӗтерекен 14603 ачаран 14352-шӗ Пӗрлехи патшалăх экзаменне, 251-шӗ Патшалăх экзаменне суйланă. Кунсăр пуçне кăçал маларах шкул пӗтереймен 11 çын, ытти çулсенчен шкул пӗтернӗ — 1060, вăтам профессиллӗ пӗлӳ илнисем 149 çын ППЭ парать.

Экзамен йӗркипе ачасене те, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене те паллашатарнă.
Енчен те ача вырăс чӗлхипе — 24, математикăпа 27 балл кăна пухайсан аттестат илеет-ха, анчах аслă шкула кӗреймест. Мӗншӗн тесен аслă шкула вӗренме каяс тесен вырăс чӗлхипе — 40, профильлӗ математикăпа 39 балран кая мар памалла. Шăп çакăн пек чух пӗр предмета тепӗр хут экзамен пама ирӗк пурри лайăххине палăртрӗ Ильсур Гараевич.

Шкултан ылтăн медальпе тухмашкăн вырăс чӗлхипе тата хăй суйланă предметпа ППЭре — 70-шер балл пухмалла. Патшалăх экзаменне кăна суйланисем вара обязательнăй йӗркепе памалли предметсене «5» паллăлăх тытмалла. II степеньлӗ медальпе тухакансен вара — 60-шар. Патшалăх экзаменне кăна суйланисен «5» паллăпа тытмалла.
Кăçал шкул ачисенчен 14352-шӗ вырăс чӗлхипе (пӗлтӗрхинчен 585 çын сахалрах) парать. Хăйсем суйласа илмелли предметсенчен малти вырăнта хими, кăçал ăна 1985 (пӗлтӗрхинчен 321 нумайрах) ача суйланă, географие — 191, (55 ача ытларах), акăлчан чӗлхине 2023 (68 нумайрах).

Ытти çулсенче пуринчен ытла суйланă обществознани предмечӗн кăтартăвӗ пӗлтӗрхинчен 596 сахалрах, пӗтӗмпе 5390 ача суйланă ăна. Çак списока истори те кӗрет, ăна та пӗлтӗрхинчен 145 ача сахалрах суйланă кăçал, пӗтӗмпе 1519 ача тытать. Профильлӗ математикăна, физикăна, информатикăпа биологие суйлакансем чакнă.
Ильсур Гараевич шкула лайăх паллăсемпе пӗтерекенсем пурте Мускава каяççӗ тенине сивлерӗ. «Ытти регионсене вӗренме каякансен шучӗ çулсерен чакать, хамăр патрах юлаççӗ вӗсем. Пирӗн пата килекеннисен вара — ӳсет. Ку пирӗн аслă шкулсен авторитечӗ пысăккине калать», — терӗ.

9-мӗш класран вӗренсе тухакансен те патшалăх тӗрӗслевӗн йӗрки улшăнманнине палăртрӗ спикер. Вӗсем кăçал та обязательнăй йӗркепе 4 экзамен (вырăс чӗлхи, математика тата хăйсем суйланă икӗ предмет) тытаççӗ. Экзаменсем май уйăхӗн 21-мӗшӗнчен пуçланчӗç, юлашки июнӗн 3-мӗшӗнче пулать. Вӗсен те патшалăх тӗрӗслевӗ умӗн вырăс чӗлхипе собеседовани иртмеллеччӗ. 43766 ача ăна ăнăçлах иртнӗ, шел те 17 ачана ăнман. 

Иккӗмӗшӗсем кăçал Патшалăхăн тӗп экзаменне параймаççӗ. Енчен те экзамен памалли ирӗке кая юлса илнисен тата экзаменсенчен çуррине тытайманнисен сентябрь уйăхӗнче тепӗр хут патшалăх экзаменне килме пултараççӗ. Кун валли вӗсен çăвӗпех хатӗрленмелле те экзамен умӗн икӗ эрне маларах заявлени çырмалла.

9-мӗш класран вӗренсен тухакан 2685 ача тăван чӗлхепе патшалăх экзаменне тытма кăмăл тунă. Вӗсен йышне чăвашсем те пурри савăнтарать 139 ача чăваш чӗлхине суйланă кăçал. Ăнăçу сунатпăр ачасене.

Шел те, чуна ыраттармалли те çук мар. И. Г. Хадиуллин республикăра 11-мӗш класран вӗренсе тухакан — 3, 9-мӗш класс пӗтерекен 9 ачана ашшӗ-амăшӗ патшалăх экзаменне памашкăн личнăй даннăйӗсене пама килӗшменнине питӗ хурланса пӗлтерчӗ. Вӗсемпе тӗл пулса калаçнă вăл, 11-мӗш класра вӗренекен пӗр ачан амăшне кăна ӳкӗте кӗртейнӗ. «Лайăх вӗренекен ачасем, тӗрлӗ шайри олимпиадăсенче палăрнисем тата, анчах ашшӗ-амăшӗ ачисен личнăй даннăйӗсене пама килӗшмерӗç. Закон тăрăх, вӗсен ирӗкӗсӗр ача экзамена хутшăнаймасть. Шел, ачасем аттестатсăр юлаççӗ», — терӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование