News by date 22 May 2024
-
KazanForum 2024 Петербургри экономика форумӗнчен иртсе кайнă
Май уйăхӗн 14-19-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ «Раççей — ислам тӗнчи: KazanForum 2024» XV халăхсем хушшинчи экономика форумӗ анлăшӗпе Санкт-Петербургри форумран та иртсе кайнă. Нева хӗрринчи хулари форума пӗлтӗр 17 пин çын килнӗ пулсан, Хусантине — 22 пин. Пӗтӗмпе 87 çӗршыв, Раççейӗн 87 субъекчӗ хутшăннă. Çав кунсенче «Хусан Экспо» Халăхсем хушшинчи курав центрӗнче 180 яхăн мероприяти иртнӗ, 120 килӗшӗве алă пуснă. 40 ытла дипломати миссийӗ ӗçленӗ. Чи пысăк делегаци Турци, Кăркăсстан, Малайзи, Казахстан, Афганистан, Ливи, Туркменистан тата ытти çӗршывран пулнă. Форума май уйăхӗн 21-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗтӗмлетрӗç.
-
Парламент пуçлăхĕ – Фарид Мухаметшин çуралнă кунне паллă тăвать
ТР Раисĕ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашĕн Председательне Фарид Мухаметшина саламланă.
-
Тутарстанри 139 ача чăваш чӗлхипе патшалăх экзаменӗ тытать
9 тата 11-мӗш классенчен вӗренсе тухакансемшӗн хӗрӳ тапхăр пуçланчӗ. Ӗнер, май уйăхӗн 23-мӗшӗнче, ачасем географипе, литературăпа, химипе, тăван чӗлхепе пӗрремӗш патшалăх экзаменне тытрӗç. Кăçалхи çӗнӗлӗхсемпе ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ И.Хадиуллин май уйăхӗн 21-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.