Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

KazanForum 2024 Петербургри экономика форумӗнчен иртсе кайнă

Май уйăхӗн 14-19-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ «Раççей — ислам тӗнчи: KazanForum 2024» XV халăхсем хушшинчи экономика форумӗ анлăшӗпе Санкт-Петербургри форумран та иртсе кайнă. Нева хӗрринчи хулари форума пӗлтӗр 17 пин çын килнӗ пулсан, Хусантине — 22 пин. Пӗтӗмпе 87 çӗршыв, Раççейӗн 87 субъекчӗ хутшăннă. Çав кунсенче «Хусан Экспо» Халăхсем хушшинчи курав центрӗнче 180 яхăн мероприяти иртнӗ, 120 килӗшӗве алă пуснă. 40 ытла дипломати миссийӗ ӗçленӗ. Чи пысăк делегаци Турци, Кăркăсстан, Малайзи, Казахстан, Афганистан, Ливи, Туркменистан тата ытти çӗршывран пулнă. Форума май уйăхӗн 21-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗтӗмлетрӗç.

— Форум хӳттинче тем тӗрлӗ (çав шутра культура, спорт) мероприяти иртсен те чăн малтан вăл экономика форумӗ. Бизнес валли май пур таран меллӗ тума тăрăшрăмăр ăна. Тӗп пусăм импортпа экспорт, ислам çӗршывӗсемпе тавар çаврăнăшне ӳстересси, халяль продукцийӗпе логистика çине пулчӗ, — терӗ ТР Инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Миннуллина брифинга пуçласа.

 

Пӗлтерӗшлӗ, чи пысăк мероприятисенчен спикер ют çӗршывсен сумлă хăнисемпе иртнӗ «Раççей — Ислам тӗнчи» стратегилле курăма, ислам çӗршывӗсен суту-илӳпе промышленность палатин форумне, Раççейпе ОИС çӗршывӗсен генеральнăй прокурорӗсен съездне, СНГ çӗршывӗсен налог органӗсен съездне тата çамрăк дипломатсен форумне палăртрӗ. Сессисенче Раççейпе ОИС çӗршывӗсен социаллă экономикин мӗнпур сферин ыйтăвне сӳтсе явнă.
— Хăнасем кайма та ӗлкӗрейменччӗ-тӗр-ха, эпир тепӗр форума хатӗрленме пуçларăмăр та. Хальхи вăхăтра KazanForum 2025 ирттермелли кунсене, тӗп темăсемпе ӗçлӗ программăсене палăртассипе ларусем ирттеретпӗр, — терӗ Т.Миннуллина. ТР Раисӗ Р.Минниханов калаçусем ирттернӗ вăхăтра тата ют çӗршывсене ӗçлӗ визитпа кайсан хăнасене çитес форума хăй чӗннине асăнса хăварчӗ.

Афганистанпа Катар çӗршывӗсенчен килес çулхи форумра стенд валли вырăн йышăнма заявкăсем халех килнине те палăртрӗ спикер.

Кăçалхи форумăн масшабӗ чăнах та анлăччӗ. «Хусан Экспо» курав центрӗнче Russia Halal Expo курав хăй кăна икӗ павильона йышăнчӗ. Вӗсенче 11 çӗршывпа Раççейӗн 17 регионӗ хăйӗн продукцине 77 стендра тăратнăччӗ.
Кăçал пуçласа куçман пурлăхăн International Property Market 2024куравне йӗркеленӗччӗ. Вăл хăй кăна пӗр павильона йышăннăччӗ. Унта çурт-йӗр строительствине кăна мар, строительствăн çӗнӗ технологийӗсене те кăтартнăччӗ. Раççейӗн, Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗн, Турципе Индонезин пысăк компанийӗсемпе девелоперӗсем, архитекторӗсем хутшăнчӗç. Хăнасене çав тери килӗшнипе куçман пурлăх куравне малашне кашни çулах йӗркелес шутлă йӗркелӳçӗсем.

 Пысăк техника куравӗ те пӗлтӗрхинчен анлăрахчӗ кăçал, 5 пин тăваткал метрах йышăннăччӗ вăл. ТР суту-илӳпе промышленность министрӗн çумӗ Герман Лернер пурӗ 27 компани хăйӗн 72 техникине, трактортан пуçласа вертолет, кимӗ таранах, тăратнине каларӗ. Тӗпрен илсен, Тутарстанра кăлараканнисем вӗсем. Куравра пурӗ те 3 техника кăна Белоруссин, 5-шӗ Узбекистанăн пулнине асăнчӗ вăл. Курав экспозицийӗпе пин ытла çын интересленсех паллашнă иккен. Экономика форумӗ ытларах бизнес валли пулнăран унта ахаль çынсем çӳременни паллă. Апла-тăк республикăн техники хăйӗн туянаканне тупасси куçкӗрет.

Форумра «Халяль» продукцийӗ çине пысăк тимлӗх уйăрнине те палăртмалла. Ятарласа «Хусан» агропромышленность комплексра иккӗмӗш çул Kazan Halal Market ярмаркка ӗçлерӗ, кăçал пӗрремӗш хут «Тутар пасарӗ» блок та йӗркеленӗ. Республикăри производительсемсӗр пуçне Атăлçи тăрăхӗнчи регионсем, çав шутра Чăваш Ен те, пуçласа пӗрремӗш хут хăйӗн продукцине тăратнă унта. ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Рустем Гайнуллов ярмăрккăра 400 ытла сутуçă хăйӗн продукцине сутнине, кăçал çӗнӗ 68 компание (59-шӗ Раççей регионӗсенчен, 9-шӗ ют çӗршывран) явăçтарнине палăртрӗ. Ярмăрккăра хальхинче 5 пин терлӗ халяль продукцине сутлăха кăларнă. Форум кунӗсенче 25 миллион тенкӗлӗх продукци сутнă. Чăн та, пӗлтӗрхинчен кăшт сахалрах ку. Кăна спикер реклама сахалрах пулнипе халăх питех пӗлменнипе çыхăнтарчӗ.

Çамрăк поварсен Юнус Ахметзянов ячӗллӗ халăхсем хушшинчи турнирӗ пекки хальлӗхе тӗнчере урăх çук. Унта Раççей тата ислам тӗнчин 15 çӗршывӗн 100 çамрăк поварӗ хăй ăсталăхне кăтартрӗ. Вӗсен ӗçне тӗнчипе паллă шеф-поварсем хакларӗç. Чи пысăк балл пухса Марокко поварӗ çӗнтерчӗ.

 Рустем Гайнуллов сăмахӗпе, Тутарстан ислам çӗршывӗсене халяль продукцин экспортне ӳстерес шутлă. 2023 çулта республика çак çӗршывсене пурӗ 11,5 миллион долларлăх сутса тупăш тунă-тăк, кăçал ку шута 16 миллиона çитересшӗн.

Республика экспорт аталанăвӗн 2030 çулччен программине те хатӗрлесшӗн. Форумра «Новый сухопутный зерновой коридор» патшалăх корпорацийӗпе логистика хабне туса хурасси çинчен килӗшӳ тунă. Китая, Кăнтăр-Хӗвелтухăç Ази çӗршывӗсене, Иранпа Казахстана экспорта аталантарма пулăшӗ вăл.

 Форум çӳллӗ шайра иртнине Раççей Правительстви пысăк хак панă, Форум ӗçне хутшăннă РФ Правительствин вице-премьерӗ Марат Хуснуллин KazanForum 2024 нацисене, тӗнсене пӗрлештерекен стратегиллӗ площадка пулса тăнине каланă. Форумпа хăнасем те кăмăллă юлнă.Сăмах май, ун ӗçне хальхинче 40 çӗршывăн 870 массăллă хыпар хатӗрӗ çутатнă. Халӗ Хусана ислам тӗнчи лайăх пӗлет. Туристсемшӗн меллӗ пултăр тесе Хусантан Катарпа Индие авиарейссем уçас шухăш пуррине пӗлтерчӗ Герман Лернер. Мускавпа Санкт-Петербурга килме палăртнă туристсем Хусанпа та паллашӗччӗç ун чух.

Талия Миннуллина хăрушсăрлăх службин ӗçне уйрăммăн асăнса хăварчӗ.
100 проценчӗпех лайăх пурнăçланă вӗсем хăйсен ӗçне. Форум вăхăтӗнче йӗркене пăснă пӗр тӗслӗх те пулман. Çав шутра киберхăрушсăрлăхӗнче те. Форумăн сайтне хаккерсем 8 хутчен тапăнса та ватайман.
 (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика