Учӳк – туслăх фестивалӗ
Чăваш халăх культурин питӗ хăйне евӗр йăла-йӗрки вăл. Авалхи тӗнпе пурăнакан йăхташăмăрсем çăлкуç патӗнче – кӗл васанӗ теççӗ сăваплă вырăна – ирхине вăкăр е така пусса Турра чӳклесе параççӗ. Çапла майпа хӗл лайăх каçнăшăн, тулăх тухăçшăн, кил-йыш тӗрӗс-тӗкел пурăнса ирттернӗшӗн тав тăваççӗ тата кăçал та лайăх тухăç пама, ырă пурнăç пиллеме ыйтаççӗ.
Элмет районӗнчи Патраклăра пурăнакансем ку йăлана ирттерме пăрахман. 2006 çултанпа вара Учӳка культура программипе пуянлатнă. Ку ӗçе пуçараканӗ Элметри Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Инна Лисина. Районта пурăнакан чăвашсене вăл 2002 çултанпа ертсе пырать. Кăçалхи Учӳка туслăх фестивалӗ пек палăртнă вӗсем.

«Паян кунта чăвашсемсӗр пуçне тутарсем, мăкшăсем, ирçесем, вырăссем килнӗ. Ку халăхсемшӗн питӗ интереслӗ. Тутарстанри Халăхсен ассамблейин Элметри представительствинчен те пирӗн пата хăнана килчӗç. Тепӗр çулхи Учӳка азербайджансем те концерт программине хутшăнасшăн. Пирӗн çӗр пӗтӗм халăхсене çапла туслаштарса тăнипе савăнса тăратпăр. Вăкăрне пусрăмăр. Пӗтӗм килнӗ хăнасемшӗн ирхине кӗл турăмăр. Кайран пурне те ашпа пӗçернӗ Учук пăттине çиме чӗнетпӗр. Çав пăтта çинӗ чух кашни хăй мӗн ӗмӗтленнине Турăран ыйтма пултарать»,– ăнлантарать Инна Ивановна.
Калас пулать, Учӳк Раççей шайӗнче палăрнă мероприяти. Чулхулара иртнӗ наци премийӗн конкурсӗнче патраклăсем 2-мӗш вырăн илсе таврăннă. Жюрие кӗнӗ Мускав çыннисем те килсе курнă Учӳка, авалтан пыракан йăлана пысăк хак панă. Туристсем те пӗрре мар килсе кайнă – Раççей регионӗсенчен, Америкăран, Европа çӗршывӗсенчен, Прибалтикăран, ытти çӗртен. Коронавируса, тӗнчери хирӗçтăруллă лару-тăрăва пула кăна ют çӗршывсенчен пит килекенсем çук.

Çапах ку хутӗнче те фестиваль хăнаран чухăн марччӗ. Чашлаттарса çăвакан çумăра пăхмасăрах Учӳк лапамӗ кăнтăрла тӗлнелле çынпа тулчӗ. Кӳршисен уявне Лениногорскран «Шурă хурăн» тата «Пилеш» халăх фольклор ансамблӗсем (ертӳçисем Геннадий Садовников, Лидия Матвеева), Анат Камăран «Тамаша» халăх театрӗпе (ертӳçи Галина Волкова) «Шăнкăрав» халăх вокал ансамблӗ (ертӳçи Сергей Петров), Çырчаллинчен «Вдохновение» ташă студийӗ (ертӳçи Тамара Якушкина), Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчен «Илем» халăх ансамблӗпе «Савăнăç» халăх юррисене юратакансен клубӗ (ертӳçи Владимир Охотников), «Ӗмӗт» дуэт килсе çитнӗ. Ытти халăх ансамблӗсен шутӗнче А.Горбунов ячӗллӗ вырăс хорӗ (солистки Гульшат Насырова), Вырăс Акташ ялӗнчен «Рябинушка», «Околица» халăх фольклор ансамблӗсем (ертӳçисем Сергей Фокин, Марина Бульц), Айдар Каримов ертсе пыракан «Сарбиназ» тутар халăх фольклор ансамблӗ, «Ивушка» ветерансен хорӗ (ертӳçи Раиса Багаутдинова), «Сунмэс йорэклэр» фольклор ушкăнӗ (Альфия Исмагилова), Васильевка ялӗнчен «Эрзянка» ирçе халăх фольклор ансамблӗ (Антонида Склярова) пулчӗç. Элмет районӗнчи чăваш ялӗсен пултарулăхӗпе халăх фольклор ансамблӗсем «Нарспи» (Сиреньел, Лидия Макарова), «Çеçпӗл» (Патраклă, Людмила Ухтиярова), «Палан» (Пӳсрек, Ирина Ситриванова), «Шуçăм» вокал ансамблӗ (Клемтел, Валентина Исакова), «Хӗвел» тата «Пилеш» ташă ушкăнӗсем (Ирина Сергиванова, Илиана Альмукова) паллаштарчӗç.

Тӗрлӗ халăх пултарулăх ушкăнӗсем хутшăннипе концерт интереслӗ, тытăмӗпе пуян пулчӗ.
Уйрăммăн Учӳк прологӗ çинчен каласа хăварас килет. Ăна халăх туслăхне çеç мар, Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне те халалланă. Патраклăсем ăна Çимӗк каçӗнчен пуçларӗç. Чăвашсен йăли-йӗркине питӗ сăнарлă кăтартрӗç «Çеçпӗлпе» «Хӗвел». Халăх юрри-ташши, ун тӗнчекурăмӗ, характерӗ питӗ илемлӗн уçăлса пычӗ. Çак мирлӗ пурнăçа вăрçă пуçланни чăл-пар салатрӗ. Чăвашсем хăйсен ывăлӗсене вăрçа ăсатрӗç. Салтака ăсатас йăлана «Палан» ансамблӗ кăтартрӗ. Унтан вӗсен çумне Анат Камăран килнӗ «Тамаша» театр хутшăнчӗ. Вӗсем мăшăрӗсене, ывăлӗсене вăрçа ăсатнă арăмсен, амăшӗсен пăшăрханăвне спектакль сыпăкӗпе чуна пырса тивмелле кăтартса пачӗç.

Пролог хыççăн чӗннӗ хăнасене сăмах пачӗç. Çавсен шутӗнче Патраклă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Леонтьев, Элметри ЧНКЦ председателӗ Инна Лисина, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Пушкăртстан хăни Николай Иванов, Шупашкартан килнӗ историк, ЧР Кинематографистсен союзӗн пайташӗ Сергей Щербаков, Çӗнӗ Шуçăмри ЧНКЦ председателӗ Владимир Охотников, Лениногорскри ЧНКЦ нумай çулсем ертсе пынă Ольга Орлова пулчӗç. Кашни Учӳкпа саламласа нумай ырă сăмах каларӗ.
Ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене чыслани паллă самант пулчӗ. Вӗсен ретӗнче Ильдуковсен, Сидиряковсен, Ивановсен, Семеновсен, Янтемировсен, Кирилловсен, Романовсен, Паймуллинсен, Ухандеевсен, Корюшевсен çемйисем пулчӗç. Пысăк тав вӗсене паттăр ывăлсем çуратса ӳстернӗшӗн.
Ял пуласлăхӗ ача çуралассипе тӗпрен çыхăннă. Шел те паянхи саманара ача сачӗсем, шкулсем пушанса пыраççӗ. Çавăнпа çамрăк çемьесенче ача çурални питӗ пысăк та савăнăçлă пулăм. Патраклăра кăçал Андрей Бикбовпа Ольга Гудакова çемйинче йӗкӗрешсем çуралнă, Кристинăпа Александр Семеновсене те çӗнӗ кайăкпа – хӗрпе саламламалла. Вӗсене сцена çине кăларсах чысларӗç, парнесем пачӗç.
Çемье çавăрнă Игналия Гвоздаревăпа Ярослав Климина та саламларӗç.
Çапла пӗрисем концерт пăхса савăннă хушăра теприсем мастер-классене хутшăнчӗç, ал ӗç маçтăрӗсен пултарулăхӗпе паллашрӗç. Йывăçран касса ăсталакансен – Александр Ванюковпа Павел Савостьянов (Лениногорск районӗ, Çӗнӗ Шешкел), Евгений Никитин (Самар облаçӗ, Красный Яр) сӗтелӗ умӗнчен çын татăлмарӗ. Ванюковăн йывăçран касса кăларнă картинисене, сăмахран, М.Шаймиева парне тума та илнӗ иккен. Ку вăхăтра пӗр пысăк çын валли заказпа парне хатӗрлет. Савостьянов та, Ванюков та хăй тӗллӗн вӗреннӗ маçтăрсем, анчах хăш-пӗр вӗреннӗ ӳнерçӗсенчен пултарулăхӗпе ирттереççӗ те пулӗ. Никитинăн йывăç савăтне Самар облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ пит кăмăлланă иккен, пӗр уявра туяннă та. Вăт çапла пултаруллă чăвашсем пурăнаççӗ пирӗн хушăра.

Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн Элметри уйрăмӗн çамрăкӗсене те мухтамалла. Учӳкра вӗсем питӗ хастар ӗçлерӗç, пролога хутшăнчӗç, мастер-классем йӗркелерӗç. Пӗрлешӗве Илиана Альмукова ертсе пырать. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест теççӗ. Ку чăн çапла. Чăвашлăх сăпкинче ӳснӗ тесен те юрать. Амăшӗ Инна Ивановна пекех маттур та пултаруллă вăл.

Учӳкăн культура программи вӗçленсен пурте чӳк пăттине тутанма кайрӗç. Пăттине çийиччен ялти ватăсем кӗлтурӗç, унтан тин ăна тутанма май пулчӗ. Йăла тăрăх 12 хуранта пӗçереççӗ пăтта. Хирте çиес теменнисене контейнерпа килӗсене парса ячӗç. Вăт çапла тулли кăмăлпа, тутă хырăмпа килӗсене саланчӗç чăвашсем.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем. (Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев