News by date 25 June 2025
-
Шупашкарта иртнӗ «Я женщина» конкурсăн финалне Раççейӗн паллă кинопа театр актерӗ Дмитрий Певцов килчӗ
Хула кунӗнче, июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Я женщина» - «Эпӗ хӗрарӑм» республика конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Çӗнтерӳçӗсен шутне Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Васильевна Григорьева та кӗчӗ. Вăл «Родом из Чувашии» номинацире 3-мӗш вырăн йышăнчӗ.
-
Учӳк – туслăх фестивалӗ
Чăваш халăх культурин питӗ хăйне евӗр йăла-йӗрки вăл. Авалхи тӗнпе пурăнакан йăхташăмăрсем çăлкуç патӗнче – кӗл васанӗ теççӗ сăваплă вырăна – ирхине вăкăр е така пусса Турра чӳклесе параççӗ. Çапла майпа хӗл лайăх каçнăшăн, тулăх тухăçшăн, кил-йыш тӗрӗс-тӗкел пурăнса ирттернӗшӗн тав тăваççӗ тата кăçал та лайăх тухăç пама, ырă пурнăç пиллеме ыйтаççӗ.
-
Наци проекчӗсем валли уйăрнă укçа-тенкӗ
Тутарстанра наци проекчӗсене пурнăçа кӗртме 12 миллиард тенкӗ уйăрнă. Ку суммăран 11,8 миллиардне усă курнă пирки ТР финанс министрӗн çумӗ Гела Герасимова пӗлтернӗ.
-
Вожатăй пулни студентсене ачасемпе ӗçлеме хавхалантарать
Халăхсен хушшинчи вожатăйсен кунӗ тӗлне педагогика отрячӗсен пайташӗсем лагерьти ӗç професси суйланă чух пысăк витӗм кӳни çинчен каласа панă.
-
Рустам Минниханов республика йӗркеленнӗренпе 105 çул çитнӗ ятпа саламланă
ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн Телеграмм-каналӗнче тата «ВКонтактери» страницинче Тутарстанра пурăнакансене республика йӗркеленнӗренпе 105 çул çитнӗ ятпа саламласа кӗске видео кăларнă.