Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вожатăй пулни студентсене ачасемпе ӗçлеме хавхалантарать

Халăхсен хушшинчи вожатăйсен кунӗ тӗлне педагогика отрячӗсен пайташӗсем лагерьти ӗç професси суйланă чух пысăк витӗм кӳни çинчен каласа панă.

Кăçал Тутарстанран республикăри, Крымри тата Краснодар крайӗнчи 25 лагерьте 923 вожатăй ӗçлет.

Республикăри студент отрячӗсен центрӗн директорӗ Василий Ислаев Калининградран пуçласа Владивостока çити ача лагерӗсенче 60 000 ытла çын ӗçленине, Тутарстанран пурӗ  900 ытла вожатăй пулнине палăртнă. Çулсерен вожатăйсем РФ Правительствин программипе тӳлевсӗр профессиллӗ вӗренӳ урлă иртеççӗ тата  Тутарстанри Студент отрячӗсен академийӗнче хушма пӗлӳ илеççӗ.

Хусан федераллă университечӗн студентки Камилла Юнусова лагерьти ӗç ăна педагог профессине суйласа илме хавхалантарни çинчен пӗлтернӗ. «Эверест» отрядран вӗренсе тухнă Мария Васюткина та çуллахи лагерь хыççăн ачасемпе ӗçлеме шухăш тытнă, логопед-дефектолог профессине суйласа илнӗ.  

Раççейри студентсен отрячӗсенче ӗçлени  «Çамрăксемпе ачасем» проектăн тӗллевӗсене тивӗçтерет.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: оздоровительный лагерь дети студенты отдых