Студент отрячӗсем ача-пăча лагерӗсем валли 900 ытла вожатăй хатӗрленӗ
Майăн 12-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен республикăра «Наставники будущего» вожатăйсен инструктивӗ пулнă. Мероприятие ача-пăча лагерӗсенче ӗçлекенсен квалификацине ӳстерес тата кадр резервне анлăлатас тӗллевпе ирттернӗ. Унта Тутарстанри 150 студент хутшăннă.