Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Студент отрячӗсем ача-пăча лагерӗсем валли 900 ытла вожатăй хатӗрленӗ

Майăн 12-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен республикăра «Наставники будущего» вожатăйсен инструктивӗ пулнă. Мероприятие ача-пăча лагерӗсенче ӗçлекенсен квалификацине ӳстерес тата кадр резервне анлăлатас тӗллевпе ирттернӗ. Унта Тутарстанри 150 студент хутшăннă.

Ача-пăча канăвне тивӗçтерекенсене тӗпрен илсен Раççейри студент отрячӗсем (РОС) хатӗрлеççӗ. Пӗлтӗр Тутарстанра 1850 ытла студент, Раççейре – 60 000 çамрăк лагерьсенче ӗçленӗ.

Çулла республикăран 923 студент Тутарстанпа Крымри лагерсенче вожатăйсем, педагогсем, инструкторсем тата медиаспециалистсем пек ӗçлӗç. Вӗсем пурте ятарлă вӗрентӳ иртеççӗ. Çуркунне 272 çамрăк «вожатăй» специальноçа тӳлевсӗр вӗреннӗ, 300 ытла çын Студентсен отрячӗсен академийӗнче хушма специальноçсем илнӗ.

«Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтерекен мероприяти ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви пулăшнипе иртнӗ.

ТР студент отрячӗсен пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: оздоровительный лагерь минмолодежи