Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта иртнӗ «Я женщина» конкурсăн финалне Раççейӗн паллă кинопа театр актерӗ Дмитрий Певцов килчӗ

Хула кунӗнче, июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Я женщина» - «Эпӗ хӗрарӑм» республика конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Çӗнтерӳçӗсен шутне Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Васильевна Григорьева та кӗчӗ. Вăл «Родом из Чувашии» номинацире 3-мӗш вырăн йышăнчӗ.

 Хула кунӗнче, июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Я женщина» - «Эпӗ хӗрарӑм» республика конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Конкурсанткăсем 18 çултан пуçласа 100 çула  çитиччен. Кăçал конкурс 5-мӗш хутчен иртрӗ. Ун пуçаруçисем ЧР Хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева тата РФ Патшалăх Думин депутачӗ Алла Салаева. Конкурса йӗркеленӗ чух вӗсене ун пуласлăхӗ, шăпи пăшăрхантарман мар. Пулӗ-и ун малашлăхӗ, типӗ конкурса кăна çаврăнмӗ-и вăл? Çак тата ытти ыйтусем пăлхантарнă. Мӗншӗн тесен тӗп тӗллев – хӗрарăмсене пулăшасси, вӗсен хăй хаклăхне ӳстересси, обществăри вырăнне çирӗплетесси тата палăртасси пулнă. 5 çул хушшинче 5 пин ытла хӗрарăм унта хутшăнса хăй пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтерме хăюлăх çитерни, хăйне шанма пуçлани шăпах конкурс кирлӗлӗхне çирӗплетсе парать те.   

Мероприятие Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗнчен те ятарласах кайса килчӗç. Делегаци йышӗнче Союз председателӗ, Хусанти Туслӑх Çурчӗн муниципаллӑ йӗркеленӳсемпе, Туслӑх çурчӗсемпе тата центрӗсемпе ӗçлессипе уйрӑм заведующийӗ  Сильвия Чаркина, Союз  председателӗн çумӗ, «Heaven» илем студийӗн хуçи тата ертӳçи Ирина Порфирьева, «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗ Вера Юнусова, Çӳлту районӗнчи ЧНКЦ пайташӗ, харпӑр предприниматель Елена Улаева хутшӑнчӗç. Хăнана пулăшу алăпа каймаççӗ тутарстансем, хальхинче те Чăваш Енри Хӗрарăмсен союзӗн правленине кашнине Тутарстанăн бренчӗ пулса тăнă чак-чака парнелерӗç.  

Конкурса хутшăнакансем те пулчӗç Союзран. Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Васильевна Григорьева  «Родом из Чувашии»  номинацире çӗнтерӳçӗсен шутне кӗчӗ.

Унсӑр пуçне Тутарстанран хутшӑнакансем татах та пурччӗ. Çӗпрел районӗнчи Отрасль техникумӗн преподавателӗ Светлана Яковлева, Çӳлту районӗнче пурӑнакан нумай ача амӑшӗ Ольга Борковская. Кашни конкурсра хӑйне тивӗçлӗ кӑтартрӗ.

Жюри пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе Тутарстанри чӑваш хӗрарӑмӗсенчен 39 заявка çитнӗ.

Конкурсӑн торжествӑлла церемонине ЧР Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева уçрӗ. Нумай ырӑ самах каларӗ вӑл конкурсанткӑсене.

«Чăваш Енӗн чи хитре, чи пултаруллă, чи маттур, тӗрлӗ профессипе ӗçлекен хӗрарăмӗсем пуçтарăннă паян залра. Анчах çакăнтан та кирлӗреххи – эсир аннесем, асанне-кукамайсем. Паян хӗрарăмсем кашни отрасльте, сферăра ӗçлесе республика, çӗршыв аталанăвне пысăк тӳпе кӗртеççӗ. Пурне те пыск тав», – терӗ Наталья Николаева.  Унтан ЧР Хӗрарăмсен союзӗн ертӳçи 100 çул тултарнӑ Валентина Якимовна Челышевӑна тата 94-ри Миранда Васильевна Кольцована «Дочерям Отчизны» медальсемпе  наградӑларӗ.

Пултаруллă хӗрарăмсене тав туса чыслама ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев килчӗ. «Ку вăл культура пулăмӗ кăна мар, ку вăл пирӗн общество аталанăвӗнчи хӗрарăмсен пӗлтерӗшне йышăнни. Конкурс активлă, пултаруллă, талантлă хӗрарăмсене пӗрлештерет. Унăн тӗп тӗллевӗ – хӗрарăмсен социаллă сферăна, экономика аталанăвне, вăйлă та ырă лару-тăруллă общество йӗркеленӗвне хывнă тӳпене палăртасси. Пурне те çӗнӗ çитӗнӳсем, çӗнтерӳсем сунатăп. Çак проект палăртнă ӗмӗтсем патне çитме тепӗр утăм пултăр тата ыттисемшӗн ырă тӗслӗх те», – терӗ ЧР Пуçлăхӗ.  

Конкурса кӑçал 15 номинаципе пурӗ 2187 заявка килнӗ. Çавсен хушшинче тухтăрсем, вӗрентекенсем, кил хуçи хӗрарăмсем, бизнесра ӗçлекенсем, спорт, туризм, культура, искусство представителӗсем, волонтерсем, йӗрке сыхлавçисем тата ытти сферăра, отрасльте ӗçлекенсем. Вӗсенчен 12-шӗ 90-ран иртнисем, тепӗр 3-шӗ 100 çула çитнисем. Кашни номинацире 1, 2, 3 вырăнсем тата гран-при палăртрӗç. Номинацине кура çӗнтерӳçӗсене профильлӗ министерствосемпе ведомствосен ертӳçисем чысларӗç. Унсăр пуçне РФ Патшалăх Думин депутачӗсен Анатолий Аксаковпа Алла Салаеван ятарлă парнисене 20 хӗрарăм илме тивӗçрӗ.

Номинаци çӗнтерӳçисене чысланă хушăра оперăпа балет театрӗн артисчӗсен пултарулăхӗпе паллашма май пулчӗ. Ку хăйне май уйрăм эстетика кӗртрӗ мероприятие.

РФ халăх артисчӗ, кинопа театр актерӗ Дмитрий Певцов килни вара чи пысăк парне пулчӗ пулӗ конкурса хутшăннисемшӗн. Ăна итлеме те кăмăллă пулчӗ. Ун калаçăвӗнче Раççее, ун халăхне юратни тапса тăчӗ.

«Эсир шутланă-и, Раççей пӗртен-пӗр çӗршыв ăçта хӗвел анмасть. Калининградра хӗвел аннă вăхăтра Чукоткăра вăл тухать. Тата пирӗн çӗршывра православи храмӗсенче литургисем нихăçан та чарăнмаççӗ. Хӗвел анăçра каçхи кӗлӗ тунă чух Тухăçра ирхи литурги пуçланать. Турă хăй пирӗн çӗршыври пурнăçа йӗркелесе пырать. Унсăрăн мӗнле ăнлантарăн кунти халăхсен туслă пурнăçне, ăнланăвне», – терӗ паллă актер. Хӗрарăмсене нумай ырă сăмах каласа савăнтарчӗ: «Эсир йăлт пултаратăр. Хӗрарăм космонавт та пулаять, анчах космонавт хӗрарăм – çук, – шӳтлерӗ вăл. Тата эсир çын йăхне тăсатăр, пире, арçынсене çурататăр, ӳстеретӗр... ку вăл Туррăн аслă пилӗ. Тавах сире», – чунтан тав турӗ Дмитрий Певцов. Çак каç çынсем юратакан чылай юрра юрларӗ вăл. Чылайăшӗ Владимир Высоцкийӗн репертуарӗнчен, «Юнона и авось» рок-оперăран. Çапла хитре аккордпа вӗçленчӗ «Эпӗ хӗрарăм»  конкурс финалӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата https://glava.cap.ru сайтран.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура