Наци проекчӗсем валли уйăрнă укçа-тенкӗ
Тутарстанра наци проекчӗсене пурнăçа кӗртме 12 миллиард тенкӗ уйăрнă. Ку суммăран 11,8 миллиардне усă курнă пирки ТР финанс министрӗн çумӗ Гела Герасимова пӗлтернӗ.
Укçа-тенке çемьесене пулăшма, инфраструктурăна аталантарама тата çамрăксемпе ӗçлеме янă. Наци проекчӗсем валли парăннă бюджетăн виççӗмӗш пайне – 35 процентне «Çемье» проект валли уйăрнă. Тепӗр виççӗмӗш пайне, 31 процентне, хуласемпе ялсене тирпей-илем кӗртме янă. 13 процентне ачасемпе тата çамрăксемпе çыхăннă проектсене пурнăçа кӗртме хывнă.
Министр çумӗ каланă тăрăх укçа-тенкӗн тӗп пайӗ – 70 миллиард тенкӗ федераллă бюджетран килет, вӗсенчен 58,3 миллиарчӗ пӗрлехи проектсем валли. Федерацин софинансировани тӳпи 79 процентпа танлашать.
Республика 2025 çулта наци проекчӗсем валли 44,6 миллиард тенкӗ яма палăртнă. Тӗп направленисемсӗр пуçне хушма программăсемпе те ӗçлеççӗ. Вӗсен хушшинче экологи, кадрсем, технологисем, цифравизаци, туризма аталантарасси тата пилотсăр технологисем.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев