Рустам Минниханов республика йӗркеленнӗренпе 105 çул çитнӗ ятпа  саламланă
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов республика йӗркеленнӗренпе 105 çул çитнӗ ятпа саламланă

ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн Телеграмм-каналӗнче тата «ВКонтактери» страницинче Тутарстанра пурăнакансене республика йӗркеленнӗренпе 105 çул çитнӗ ятпа саламласа кӗске видео кăларнă.

«Пирӗн республика йӗркеленӗренпе 105 çул! Котлыйм, дуслар! Бәйрәм белән (куçарсан «Саламлатăп, туссем! «Уяв ячӗпе»)», – Тутарстаншăн пӗлтерӗшлӗ пулăмсем çинчен – 1920 çулта Автономлă ТССР йӗркелени çинчен калакан декрет çине  алă пуснинчен пуçласа 2024-мӗш çулта Хусанта иртнӗ БРИКС саммичӗ таран каласа паракан кӗске видео кăларнă хăйӗн социаллă сечӗсенче  Рустам Минниханов.  

ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.


рустам минниханов Раис РТ 105-летие ТАССР

Нет комментариев