Çулла Çӗнӗ Шешкел библиотекине çын нумайрах çӳрет
Çуллахи каникулсен вăхăтӗнче ялти библиотекăра пурнăç вӗресе тăрать. Акă, тӗслӗхрен Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел библиотекине илер. Вăл ку вăхăтра çуллахи шкул çумӗнчи «Йăл-кулă» лагерьпе тачă çыхăну тытать. Çуллахи каникулсем - ачасене кӗнекесемпе çывăхлатмалли лайăх вăхăт. Вӗсене литературăна явăçтарс тӗлӗшпе С.Н.Исаева библиотекарь хăтлă кану лару-тăрăвӗ йӗркелеме пӗлет. Çаврăк вулакансем валли конкурссем,...
Çуллахи каникулсен вăхăтӗнче ялти библиотекăра пурнăç вӗресе тăрать. Акă, тӗслӗхрен Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел библиотекине илер. Вăл ку вăхăтра çуллахи шкул çумӗнчи «Йăл-кулă» лагерьпе тачă çыхăну тытать. Çуллахи каникулсем - ачасене кӗнекесемпе çывăхлатмалли лайăх вăхăт. Вӗсене литературăна явăçтарс тӗлӗшпе С.Н.Исаева библиотекарь хăтлă кану лару-тăрăвӗ йӗркелеме пӗлет. Çаврăк вулакансем валли конкурссем, викторинăсем, интереслӗ мероприятисем ял библиотекинче тăтăшах иртеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев