Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Улттăри Мария – çӗнтерӳçӗ!

(В. Александрова. А. Антонова сăнӳкерчӗкӗ). Республикăра мӗнле кăна конкурс иртмест. Вӗттинчен пуçласа ватти таранах хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççӗ вӗсенче. Ак иртнӗ эрнере Хусанти «Корстонра» республика шайӗнчи черетлӗ конкурса пӗтӗмлетрӗç. «Ребенок в мире прав» информаципе социаллă видеороликсен конкурсӗ кăçал Тутарстанра тăваттăмӗш хут иртрӗ. 2014 çулта ăна ТР Ача прависен енӗпе...

(В. Александрова. А. Антонова сăнӳкерчӗкӗ). Республикăра мӗнле кăна конкурс иртмест. Вӗттинчен пуçласа ватти таранах хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççӗ вӗсенче. Ак иртнӗ эрнере Хусанти «Корстонра» республика шайӗнчи черетлӗ конкурса пӗтӗмлетрӗç. «Ребенок в мире прав» информаципе социаллă видеороликсен конкурсӗ кăçал Тутарстанра тăваттăмӗш хут иртрӗ. 2014 çулта ăна ТР Ача прависен енӗпе уполномоченнăйӗн служби йӗркелесе янă. Вӗрентӳпе наука, Юстици, Çамрăксен ӗçӗсемпе спорт министерствисем тата «Татмедиа» агентство конкурсăн соучредителӗсем пулса тăнă. Конкурса йӗркелеме çавăн пекех Çул çитменнисен енӗпе тата вӗсен прависене хӳтӗлекен республика комиссийӗ тата ТР Ача-пăча организацийӗсен канашӗ пулăшаççӗ.

- Ӗçтешсемпе пӗрле çак конкурса пуçарса ярсан эпир малтан шиклентӗмӗр-ха, ăна ачасем йышăнӗç-ши тесе те шутларăмăр, - терӗ çӗнтерӳçӗсене наградăлас церемони пуçланас умӗн сăмах илнӗ Г.Удачина, ТР Ача прависен енӗпе уполномоченнăйӗ. - Çапах та ачасем питӗ ăшшăн йышăнчӗç ку конкурса, йышлăн хутшăнма пуçларӗç. Малтанхи çул конкурса 159 ролик тăратнă пулсан, кăçал ку хисеп 736 çитрӗ! Конкурса хутшăнакансем республикăн кашни районӗнченех темелле. Роликсене хатӗрлеме 3 пин ытла ача хутшăннă. Ачасен хăйсене кăтартас, хăйсен шухăшне аслисене пӗлтерес, илттерес килет.

Мӗнле темăсем хумхантараççӗ-ха ачасене? Юратнă çемье, хăвăн шухăш-кăмăлна уççăн пӗлтерме пултарни, илемлӗ те таса тăван тавралăх - ак чи малтан мӗн кирлӗ пирӗн ачасене хăйсене телейлӗ туйма. Çакăн пирки сюжетсем ӳкернӗ те ӗнтӗ вӗсем.

Çӗнтерӳçӗсене наградăлас церемоние Тутарстанри тӗрлӗ районсенчен 150 яхăн ача килнӗччӗ. Конкурса ярса панă роликсенчен яланхи пекех чи лайăх 10 ӗçе суйласа илнӗ. Пысăк хака тивӗçлӗ ӗçсем нумай пулнипе кăçал жюри тепӗр 13 ролик авторне ятарлă призсемпе хавхалантарма шутланă.

Республикăри тӗрлӗ конкурссене чăваш ачисем те хастар хутшăнни савăнтарать. Асăннă конкурса та тӗрлӗ районсенчен йăхташăмăрсем хăйсен ӗçӗсене ярса панă. Элмет хулинчи 46-мӗш номерлӗ «Золушка» ача садне çӳрекен Мария Антонова (ашшӗпе амăшӗ Аксу районӗнчи Таркăн тата Емелькино ялӗсенче çуралса ӳснӗ) вара кăçал конкурса хутшăнса хăйӗн «Манăн тăван чӗлхем» видеороликӗпе 10 çӗнтерӳçӗ йышне лекрӗ. Маттур! Мария 6 çулта кăна-ха. Апла пулин те халех питӗ хастар. Хатӗрленӳ ушкăнне çӳрекенскер, садикре ирттерекен кашни мероприятиех хутшăнать: юрлать те, ташлать те, спортпа та туслă. Тетӗшӗпе Славăпа пӗрле каратэ секцине те çӳресе ӗлкӗрет, ташă студийӗнчи занятисене те сиктермест. Пултарулăхне пулах суйласа илнӗ пуль чăваш хӗрпӗрчине «Золушка» ача сачӗн заведующийӗ Э.И.Чирикова конкурс валли видеороликра ӳкерӗнме.

- Пирӗн ролик çӗнтерет тесе шутламан та эпир. Октябрь уйăхӗнче ӳкертӗмӗр те ун çинчен мантăмăр темелле. Темиçе кун каялла Эльвира Илкамовна чӗнсе илчӗ те Марийăна Хусана пыма йыхравлани пирки пӗлтерчӗ, - каласа парать хӗрачан амăшӗ Алина Арсентьевна Антонова. - Марийăн çӗнтерӗвӗнче Эльвира Илкамовнăн тӳпи пысăк, вăл нумай тăрăшрӗ.

Суйлав турӗ урлă иртнисен списокне пăхсан шкула кайман ачасен шучӗ сахалли курăнать. Конкурс условийӗсемпе унта 6 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи ачасемпе çамрăксем хутшăнма пултараççӗ. Элметри 46-мӗш номерлӗ «Золушка» ача сачӗн заведующийӗ Э.И.Чириковăна тав сăмахӗ калас килет. Ача хăйӗн пултарулăхне уçма пултартăр тесен ăна тӗрлӗ майсем туса памалла, аталанма çул уçса памалла. Эльвира Илкамовна çакна питӗ лайăх ăнланать, çавăнпах ачасене тӗрлӗ мероприятисене хутшăнтарма тăрăшать.

Тепӗр çул шкула кайма хатӗрленекен Мария Антоновăна вара республика шайӗнчи конкурсра çӗнтерсе Диплом илни питӗ хавхалантарнă. Тата та хытăрах тăрăшма пуçланă вăл Хусантан таврăнсан. Ашшӗпе амăшӗ Николай Павловичпа Алина Арсентьевна хӗрне пур енлӗн аталанмашкăн пулăшма яланах хатӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев