Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Эх, Аксу каччине кăшт кăна ăнăçу çитеймерӗ

Хусанта Тутарстанри халăхсен çамрăкӗсен хушшинче шахматпа республика турнирӗнче Аксу районӗнчи Савгачево ялӗн каччи Федор Васильев тăваттăмӗш вырăн йышăнчӗ.

Çак кунсенче Хусанта Тутарстанри халăхсен çамрăкӗсен хушшинче шахматпа республика турнирӗ иртрӗ. Унта республикăри Халăхсен ассамблейин чăваш, тутар, вырăс, нимӗç, украин, мари, туркмен, араб тата таджик наципе культура пӗрлешӗвӗсен шахматисчӗсем тупăшрӗç. Турнира Нимӗç наципе культура пӗрлешӗвӗ ТР Халăхсен ассамблейи пулăшнипе ирттерчӗ.Тӗллевӗ, интеллектуаллă вăййа тӗрлӗ халăх, социаллă сий хушшинче анлă сарасси тата пултаруллă шахматистсене тупса палăртассиччӗ.

Чăвашсенчен турнира Аксу районӗнчи Савгачево ялӗн каччи Федор Васильев хутшăнчӗ. Федор хальхи вăхăтра Хусанти информаци технологийӗсем тата çыхăну техникумӗн студенчӗ. Шахмат спортӗнче вăл çӗнӗ çын мар, шкулта вӗреннӗ чухнех тӗрлӗ шайри ăмăртусене хутшăнса шкул чысне пӗрре мар хӳтӗленӗ. Çитӗнӗвӗсем те сахал мар. Шахматла выляма вара шкулта Анатолий Михайлович Охотников преподаватель вӗрентнӗ-мӗн.

Ку турнирта та Аксу каччи лайăх кăтартусем турӗ, анчах хальхинче ăнăçу ун енче пулмарӗ çав, çӗнтерӳçӗсен йышне кӗмешкӗн ăна кăшт кăна очко çитеймерӗ. Çапла Федор Васильев турнирта тивӗçлӗ тăваттăмӗш вырăн йышăнчӗ. Маттур, Саламлатпăр! Пӗрремӗш вырăна – Рустем Сагитов (нимӗçсен пӗрлешӗвӗ), иккӗмӗшне – Усман Сабиров (татджиксен пӗрлешӗвӗ), виççӗмӗш вырăна Андрей Кудрин (нимӗçсен пӗрлешӗвӗ) çӗнсе илчӗç.

Федор Васильев хальхинче çӗнтерӳçӗсен йышне кӗреймерӗ пулин те, пирӗн йышра çакăн пек пултаруллă çамрăксем пурришӗн савăнатпăр. Çӗнтерӳ тенӗрен, спортра тӗрли пулать, пӗр ăмăртура ăнăçу пулмарӗ-тӗк, тепринче ăнатех.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана