Сувар

Мускавра Акатуй иртрӗ

Мускаври Акатуя хальхинче Иван Яковлевăн кӗçӗн мăнукӗ, Чапаевăн мăнукӗ те килнӗ.

Июнь уйăхӗн 30-мӗшӗнче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче иртнӗ Акатуя Мускав чăвашӗсем ҫеҫ мар, тӗрлӗ регионта пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем, ытти наци ҫыннисем те пухӑннӑ. Чăвашсене Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Лидия Седойкина, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев, Мускав облаҫӗнчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Ирина Шоркина, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Станислав Садальский, Василий Чапаев дивизи командирӗн мӑнукӗ Татьяна Чапаева, чӑваш букварьне хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ Лидия Некрасова, Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тарасов, Николай Дупак актёр, театр режиссёрӗ, РСФСР тата Украина тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Дупак, театрпа кино актерӗ Александр Кузнецов тата ыттисем саламланă.( Н.Дмитриевăн сăнӳкерчӗкӗ)

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: