Тухья та, кӗнеке те туянчӗç
Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика, Чăваш кӗнеке издательстви Нурлатри Уявра курав, суту-илӳ йӗркелерӗç...
Июлӗн 8-мӗшӗнче Нурлатра иртнӗ Чăваш культурин Пӗтӗм Раççейри Уявӗнче çынсен чăваш тумӗсем, эрешӗсемпе кӗнекесем туянма та майсем пурччӗ. Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика, Чăваш кӗнеке издательстви ятарласах куравпа суту-илӳ йӗркелерӗç кунта.
«Иккӗмӗш çул килтӗмӗр, кунта пире питӗ килӗшет. Хамăрпа 150 тӗрлӗ 400 ытла кӗнеке илсе килтӗмӗр хальхинче. Вӗсем: кăçал кăна пичетленнисем те, маларах çулсенчисем те. Вулакансем историпе çыхăннă кӗнекесене ытларах ыйтаççӗ. Илемлӗ литература, ача-пăча кӗнекисене нумай туянаççӗ. Чăваш кухни, чăваш тӗрри, музыка инструменчӗсем çинчен çырнисемпе, чăваш пилӗсен кӗнекисемпе, энциклопедипе тата словарьсемпе интересленеççӗ. Вулать кунти халăх чăвашла, уйрăмах ваттисем валли тесе ӗлӗкхи ял пурнăçӗ çинчен çырнă илемлӗ литература кӗнекисене туянасшăн.
Пӗлтӗр пӗрре килсе пăхрăмăр та килӗшнипе кăçал тепре килме шутларăмăр. ТР ЧНКА та чӗнчӗ. Тепӗр çул та килетпӗр пулмалла»,– терӗ кун пирки Чăваш кӗнеке издательствин маркетинг уйрăмӗн ертӳçи Елена Николаевна Иванова. Чăваш кӗнекисем, тухья-хушпу тата чăваш тумӗ туянас кăмăллисем тепӗр çул Уявран юлмалла мар апла. Аса илтеретпӗр, чăваш культурин Пӗтӗм Раççей Уявӗ тепӗр çул Аксу районӗнче иртет. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.1500
-
28 февраля 2021 - 10:43ПЕТР МУСКАТИНОВĂН ХАЛЬХИНЧЕ КӖМӖЛ МЕДАЛЬ Февралӗн 17-18-мӗшӗсенче Орел хулинче сывлăх енчен çирӗпех маррисен хушшинче армрестлингпа иртнӗ XVII Раççей чемпионатӗнче Аслă Аксу чăвашӗ кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ.1600
-
28 февраля 2021 - 09:36ФЕРМЕР – ЯЛТА ХИСЕПЛӖ ÇЫН Утеевсем – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) хресчен фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ пӗрремӗш çемье. Людмила Ивановнăпа Олег Никодимович 2007 çулта хăйсен ӗçне уçма шутланă.2000
-
28 февраля 2021 - 06:55ЯПОНИРЕ ЧĂВАШ ЧӖЛХИН КӖНЕКИ ТУХНĂ Токиори халăхсен тӗпчевӗн университечӗ кăçал февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче «Чăваш чӗлхи тата культури» кӗнеке пичетлесе кăларнă. Ăна университетăн профессорӗпе чӗлхеçи Синдзиро Кадзамăпа Юто Хисияма пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене чӑвашла, вырӑсла тата яппунла çырнӑ. Чӑвашла текстсене вырӑсла, яппунла куçарнӑ.3600
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ20402
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ9600
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.9701
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ258000
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ! Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ20402
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.16500
-
26 февраля 2021 - 21:42Виталий Станьяла пысӑк наградӑпа чысланӑ Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ11801
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика