Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

113 çул каялла Хусанта «Хыпар» тухнă

Редакци пилӗк уйăх хавхаланса ӗçлерӗ, малтан суйласа илнӗ çулпа пытăмăр. Анчах май уйăхӗ вӗçленнӗ çӗре сотрудниксем ушкăнсем çине пайланма тытăнчӗç. Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен килнисем хаçатра политика, социаллă экономика материалӗсем лартма ыйтрӗç, Хусантисем редакцин малтанхи йышăнăвне хӳтӗлерӗç. Тавлашусем хӗрӳ пулатчӗç, пӗри те хăй шухăшӗнчен пăрăнасшăн мар...

113 çул каялла январӗн 21-мӗшӗнче (1906 çул) Хусанта пӗрремӗш чăваш хаçачӗ «Хыпар» тухнă. Кăларăмăн тӗллевне пирвайхи редактор чăвашсене çутта кăларасси тесе палăртнă. Шел те, ӗмӗрӗ вăрăм пулайман, политикăллă статьясем пичетленипе хаçата 1907 çулхи май уйăхӗн 27-мӗшӗнче хупнă. 1918 çултан вăл Шупашкарта «Канаш» (каярах «Чăваш коммунни», «Коммунизм ялавӗ») тухать, 1991 çулхи августăн 30-мӗшӗнче хаçатăн пӗрремӗш ятне тавăрнă. 

 Н.Никольскин хаçатăн пӗрремӗш утăмӗсем пирки çапла аса илет: «1905 çулхи декабрь уйăхӗн пуçламăшӗнче Н.А. Бобровников ман ума чăваш хаçачӗ кăларма тӗллев лартрӗ, хăйех пичетлес кăмăллине каларӗ. Эпир канашласа пулас кăларăмăн планне турăмăр та эрнесерен чăвашла хаçат кăларма ирӗк ыйтса кӗпӗрнаттăр патне çыру çыртăмăр. Унта хаçат «Хыпарсем» ятлă, ăна кăлараканӗ Н.А.Бобровников, редакторӗ Н.В.Никольский пулассине пӗлтертӗмӗр. Хуравне нумай кӗтме тивмерӗ, тепӗр виçӗ кунранах ирӗк паманнине пӗлтерчӗç. Декабрӗн иккӗмӗш çурринче каллех çыру çыртăм, хальхинче хаçата «Хыпар» ят пама, ăна мана кăларма тата редакцилеме ирӗк пама ыйтрăм. Тепӗр икӗ кунранах хурав килчӗ....

«Хыпарăн» сотрудникӗсем Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен кăларса янă чăвашсем пулчӗç. Политикăллă статьясене хаçатра мар, пӗр вăхăтрах тухакан брошюрăсенче пичетлеме йышăнтăмăр.

Хаçат тухасси пирки эпир 1905 çулхи декабрь уйăхӗн вӗçӗнче хӗрлӗ, кăвак тата симӗс тӗслӗ хутсем çине пӗлтерӳсем çырса (300 экземпляр) Хусан, Чӗмпӗр, Самара, Ӗпхӳ, Оренбург, Саратов кӗпӗрнисенчи чăваш ялӗсенче салатрăмăр...

«Хыпарăн» сотрудникӗсем Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен кăларса янă чăвашсем пулчӗç. Политикăллă статьясене хаçатра мар, пӗр вăхăтрах тухакан брошюрăсенче пичетлеме йышăнтăмăр. Çапла редакци пилӗк уйăх хавхаланса ӗçлерӗ, малтан суйласа илнӗ çулпа пытăмăр. Анчах май уйăхӗ вӗçленнӗ çӗре сотрудниксем ушкăнсем çине пайланма тытăнчӗç. Чӗмпӗр  чăваш шкулӗнчен килнисем Хусанти учительсен институтӗнче вӗренекенсем  ертсе пынипе хаçатра политика, социаллă экономика материалӗсем лартма ыйтрӗç, Хусанти аслă тата вăтам шкулсенче вӗренекенсем вара редакцин малтанхи йышăнăвне хӳтӗлерӗç. Тавлашусем хӗрӳ пулатчӗç, пӗри те хăй шухăшӗнчен пăрăнасшăн мар. Çапах та июнь уйăхӗччен малтанхи пекех ӗçлерӗмӗр-ха. 1906 çулхи июнь уйăхӗнче этнографи материалӗсем пухас шутпа Етӗрне, Çӗрпӳ, Чикме уесӗсене кайсан, хам вырăна редактора Сергей Кириллова хăвартăм. Вăл вара чӗмпӗрсене хирӗç тăрайман иккен, хаçатра политикăллă статья вырнаçтарнă. Статья цензура урлă иртеймен. Пӗтӗм тираж типографирех юлнă. Жандармерирен çынсем  килнӗ, тӗплӗн ыйтса пӗлнӗ те кайнă.

Эпӗ çине тăнипе хаçатăн цензура иртеймен листине çӗнӗрен пичетлесе хаçата кăлартăмăрах, анчах та вăл пур çӗре те çитмен иккен. Вулакансем кăмăлсăр пулса редакцие айăпларӗç. Тӗрӗссипе, пирте айăп пулман, кӗпӗрнаттăр канцелярийӗ «Хыпара» управленирен кăларма, вулакансем патне çитерме хушман.

Кун хыççăн чӗмпӗрсен ушкăнӗ Хусанти мӗнпур сотрудника пуçтарса пӗрлехи пуху ирттерме ыйтрӗ. Вӗсем кун йӗркине хаçатри статьясенчен çурри политикăллă пулас, ман вырăна редактора Павел Алексеева лартас ыйтусене лартрӗç. Эпӗ хирӗç пулмарăм, анчах политика лару-тăрăвӗ «Хыпаршăн» япăх пулнине, редакци пуçа ытла çӳле çӗклеме тытăннăран хаçатри статьясенче асăрхануллăрах пулмаллине каларăм. Хаçата ку хупасси, ăна урăх уçма ирӗк памасси патне çитерессине асăрхаттартăм. Ман сăмахсене шута илчӗç пек, анчах та уйăх та иртмерӗ хаçата цензура чарса та лартрӗ. Хăш-пӗр сотрудника арестлерӗç. Алексеев та редакторта нумай лараймарӗ, август уйăхӗнче ăна Сидор Игнатьев улăштарчӗ. Унпа «Хыпар» йăлтах политика хаçатне çаврăнчӗ... ку вара редакцие йӗркеллӗ пурăнма та, хаçата вулакан патне çитерме те чăрмантарчӗ. Юлашкинчен Хусан кӗпӗрнин хушăвӗпе  хаçата хупрӗç, редакторне тӗрмене лартрӗç. Сотрудниксенчен хăшӗ Хусантан кайрӗ, хăшӗ подпольере листовка хатӗрлеме тытăнчӗ...» (www.culture21.ru тата gap.archives21.ru сайтсенчи сăнӳкерчӗксенче: Хусанти типографи, Н.В. Николский тата «Хыпар» хаçат ӗçченӗсем). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России