Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

7-ри Софиян тепӗр диплом!

Республика, Раççей шайӗнчи конкурс-фестивальсен лауреачӗ, 7-ри София Чаркина «Нумай нациллӗ Хусан – Ачасем!» фестивальте «Асамат кӗперӗ» юрăпа çӗнтерчӗ.

Ӗнер, декабрӗн 12-мӗшӗнче, Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче «Нумай нациллӗ Хусан – Ачасем!»  фестивалӗн финалӗ пулчӗ. Республикăн тӗп хулинче пурăнакан тӗрлӗ нацин 6-16 çулсенчи ачисем (пӗрремӗш тапхăрта çӗнтернисем) хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Чăвашсемсӗр те иртмерӗ вăл. Республика, Раççей шайӗнчи конкурс-фестивльсен лауреачӗ, 7-ри София Чаркина куракансене «Асамат кӗперӗ» юрăпа савăнтарчӗ.

Конкурсантсене жюри хальхинче тăватă номинаципе хакларӗ. Савăнса пӗлтеретпӗр – пирӗн пӗчӗк çăлтăр София Чаркина «Вокал тата ташă» номинацире çӗнтерсе çӗнтерӳçӗн пы-ы-ы-сăк Дипломне тивӗçрӗ. Саламлатпăр! Маттур!

Аса илтеретпӗр, мероприятие Хусан Ӗçтăвкомӗ Тутарстан Халăхсен ассамблейипе пӗрле «Культурăсен пинçуллăхӗ» наци йăли-йӗркисен халăхсем хушшинчи фестивалӗпе килӗшӳллӗн ирттерчӗ.  (С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль