News by date 13 December 2018
-
Ан васка, шуса ӳкен
Тухтăрсем ӗнентернӗ тăрăх, вӗрсе хăпартакан «ватрушкăсем» сутма тытăннăранпа ту çинчен ярăнса аманакансен шучӗ темиçе хут ӳснӗ. Çак «çуна» ачасемшӗн çав тери хăрушă. Статистикăран курăннă тăрăх, кунта ал-ура хуçăлнипе кăна вӗçленмест, ачасем çурăм шăммине хуçаççӗ...
-
Хӗл Мучи парни Ростова çитнӗ
ТР Промышленноçпа суту-илӳ, Вӗрентӳпе наука, Çамрăксен ӗçӗсемпе министерствăсем тата республикăри чи пысăк предприятисем – «Нэфис косметикс» АО, «Нижнекамскнефтехим», «Казаньоргсинтез», Ешӗлварти А.М.Горький ячӗллӗ завод, «Хусанти электромеханика завочӗ» тата ыттисем Донбасс ачисем валли парне хатӗрленӗ.
-
Çӗнӗ çул сирте мӗнле иртет – пӗлтер!
Чăваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ «Çитрӗ ӗнтӗ Çӗнӗ çул» педагог идейисемпе ача-пăча пултарулăхӗн регионсен хушшинчи фестивальне ирттерни пирки пӗлтерет.
-
2019 çулта Хусан тӗнче чемпионатне йышăнать
Августăн 22-27-мӗшӗсенче Хусанта иртекен тӗнче чемпионатне 60 çӗршывран 1600 çамрăк профессионал хутшăнать.
-
Мӗнле вăл, ача çуртӗнче иртнӗ ачалăх?
Пӗчӗклех хăр тăлăха тăрса юлнăскерӗн хăйпе пӗртăванӗсемпе пӗрле ача çуртӗнче ӳсме тивнӗ. Ача çуртӗнчи пурнăçа мӗнле пур, çапла çутатнă повеçре. Кашни вулаканăн чунне пырса тивнӗ хайлав кӗнекен тухсан повеçри ачасем ӳснӗ ача çуртӗнче пысăк улшăнусем пулса иртнӗ, пуçлăхсене ӗçрен хăтарнă...
-
7-ри Софиян тепӗр диплом!
Республика, Раççей шайӗнчи конкурс-фестивальсен лауреачӗ, 7-ри София Чаркина «Нумай нациллӗ Хусан – Ачасем!» фестивальте «Асамат кӗперӗ» юрăпа çӗнтерчӗ.
-
СВИЯЖСКРА ЧĂВАШ ТӖРРИ
Декабрӗн 12-мӗшӗнче Свияжск утрав-хулари Истори музейӗнче «Свияжск этнотӗнчисем. Чăвашсем, мордвасемпе марисем Свияжск тăрăхӗн историйӗпе культуринче» курав уçăлчӗ.