Хӗл Мучи парни Ростова çитнӗ
ТР Промышленноçпа суту-илӳ, Вӗрентӳпе наука, Çамрăксен ӗçӗсемпе министерствăсем тата республикăри чи пысăк предприятисем – «Нэфис косметикс» АО, «Нижнекамскнефтехим», «Казаньоргсинтез», Ешӗлварти А.М.Горький ячӗллӗ завод, «Хусанти электромеханика завочӗ» тата ыттисем Донбасс ачисем валли парне хатӗрленӗ.
Тутарстанран ЛНРпа ДНР ачисем валли пуçтарнă гуманитари тиевӗллӗ фура Ростов облаçне çитнине пӗлтерет Раççей МЧСӗн Тутарстанри уйрăмӗн пресс-служби. Тиеве ятарласа ачасене çитес Çӗнӗ çул уявӗпе саламлас тӗллевпе янă. Пӗтӗмпе 7 пин парне пуçтарнă: пылак кучченеçсем, гигиена япалисем, кӗнекесемпе канцеляри таварӗсем, кӗпе-йӗм. Ку ырă ӗçе ТР Промышленноçпа суту-илӳ, Вӗрентӳпе наука, Çамрăксен ӗçӗсемпе министерствăсем тата республикăри чи пысăк предприятисем – «Нэфис косметикс» АО, «Нижнекамскнефтехим», «Казаньоргсинтез», Ешӗлварти А.М.Горький ячӗллӗ завод, «Хусанти электромеханика завочӗ» тата ыттисем хутшăннă. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев