Мӗнле вăл, ача çуртӗнче иртнӗ ачалăх?
Пӗчӗклех хăр тăлăха тăрса юлнăскерӗн хăйпе пӗртăванӗсемпе пӗрле ача çуртӗнче ӳсме тивнӗ. Ача çуртӗнчи пурнăçа мӗнле пур, çапла çутатнă повеçре. Кашни вулаканăн чунне пырса тивнӗ хайлав кӗнекен тухсан повеçри ачасем ӳснӗ ача çуртӗнче пысăк улшăнусем пулса иртнӗ, пуçлăхсене ӗçрен хăтарнă...
Çывăх вăхăтра пирӗн хаçатра çамрăк пушкăрт çыравçин Айгиз Баймухаметовăн «Ан хăвар, анне» повеçӗ пичетленме пуçлать. Кӗске вăхăтра бестселлер пулса тăнă хайлавра автор хăйӗн ача чухнехи пурнăçне çырса кăтартать. Пӗчӗклех хăр тăлăха тăрса юлнăскерӗн хăйпе пӗртăванӗсемпе пӗрле ача çуртӗнче ӳсме тивнӗ. Ача çуртӗнчи пурнăçа мӗнле пур, çапла çутатнă автор. Кашни вулаканăн чунне пырса тивнӗ хайлав кӗнекен тухсан повеçри ачасем ӳснӗ ача çуртӗнче пысăк улшăнусем пулса иртнӗ, пуçлăхсене ӗçрен хăтарнă... Малтан пушкăртла пичетленнӗ повеçе вырăсла, тутарла тата чăвашла куçарнă. Повеçе Чăваш кӗнеке издательстви хальлӗхе пичетлемен-ха. Куççуль кăларакан повеçе вулас тесен паянах «Сувара» çырăнма васкăр. Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, ытти регионсенче – П7093. Раççей Почтин https://podpiska.pochta.ru/ сайчӗ урлă та çырăнма пулать. (А.Баймухаметов архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев