Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ан васка, шуса ӳкен

Тухтăрсем ӗнентернӗ тăрăх, вӗрсе хăпартакан «ватрушкăсем» сутма тытăннăранпа ту çинчен ярăнса аманакансен шучӗ темиçе хут ӳснӗ. Çак «çуна» ачасемшӗн çав тери хăрушă. Статистикăран курăннă тăрăх, кунта ал-ура хуçăлнипе кăна вӗçленмест, ачасем çурăм шăммине хуçаççӗ...

Кӗркунне-хӗлле травмотологсен «сезонӗ». Çак вăхăтра ӳксе аманнисен шучӗ çуллахипе танлаштарсан, виçӗ хут ӳсет. Хальхи вăхăтра та Республикăн клиника больницинче çакăн пек 200 пациент сипленет. Республикăри клиника больницин травматологи центрӗн тухтăрӗсен сăмахӗпе, сăлтавӗ кунта чи малтан çулсене япăх тасатни тата çынсем тимлӗх çинчен манни. Статистикăран курăннă тăрăх, шуса ӳкекенсенчен ытларахăшӗ, эпир шутланă пек, ват çынсемпе ачасем мар-мӗн. Мӗншӗн тесен аманнисенчен 10 проценчӗ кăна ват çынсем, 5 проценчӗ ачасем, ыттисем – вăйпитти çынсем. Шăпах юлашкисем çав тери васкаса е алла кӗсьене чиксе, е телефон çине пăхса утнипе нумай чухне ура айӗнчи пăра асăрхамаççӗ иккен.

Тухтăрсем ӗнентернӗ тăрăх, вӗрсе хăпартакан «ватрушкăсем» сутма тытăннăранпа ту çинчен ярăнса аманакансен шучӗ темиçе хут ӳснӗ. Çак «çуна» ачасемшӗн çав тери хăрушă. Статистикăран курăннă тăрăх, кунта ал-ура хуçăлнипе кăна вӗçленмест, ачасем çурăм шăммине хуçаççӗ. Çапла майпа ача çулталăксăр ура çине тăраймасть, ку вăл ăнсан-ха, мӗншӗн тесен ачасем вилнӗ тӗслӗхсем те пур. Çавăнпа та, ашшӗ-амăшӗсем, ачăрсем валли «ватрушка» туянма хатӗрленетӗр-тӗк, лайăх шухăшлăр. Енчен те шуса ӳксе инкек пулчех-тӗк, суран çине сивӗ япала хумалла, ыраттарнă ал-урана  хускалмалла мар туса çыхмалла та васкаса травмпункта каймалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество