Сувар

«Ак Барс» хоккеисчӗ çулталăкне 85 миллион тенкӗ илет

Раççей пенсионерӗсем пуссем шутланă чухне, хăш-пӗриншӗн миллион та сахал. Сăмах пысăк спорт пирки пырать. Вӗсен çумӗнче çуршар миллион ӗçлесе илекен чиновниксем те чухăн курăнаççӗ.

КХЛ клубӗсен чи пысăк ӗç укçи илекен хоккеистсен рейтингӗ паллă пулнă. ТОП-50 шутне «Ак Барс» командăн 6 хоккеисчӗ те кӗнӗ. Чи хаклă контракт Канада форварчӗпе Джастин Азеведопа тунă – 85 миллион тенкӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 20 миллион тенкӗ сахалрах. Рейтингра вăл 6-мӗш вырăнта. «Ак Барс» капитанӗ Данис Зарипов çулталăкне 60 миллион тенкӗ ӗçлесе илӗ (рейтингра 25 – 37-мӗш вырăн). Сăмах май, Хусан командин нападающийӗ хăй вăхăтӗнче чи хаклă хоккеист пулнă – 130 миллион тенкӗ. «Ак Барсăн» тăватă выляканӗ Станислав Галиев, Стефан де Коста, Патрис Кормье, Кирилл Петров 55 миллион тенкӗ илӗç. КХЛăн чи хаклă хоккеисчӗ Мускав «Динамин» капитанӗ – Вадим Шипачев. Вăл пӗр сезонра 120 миллион тенкӗ ӗçлесе илет.  

М.Захаров сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: cпорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: