Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«БЕЛОВКА ЙӖЛТӖР ЙӖРӖ» ПХЕНЧХАНРИ ĂМĂРТУСЕНЧЕН КАЯ МАР ПУЛЧӖ

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ – 2022» Пекинри Олимпиадăри йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусене вӗçлекен 50 километрлă масс-старта аса илтерчӗ – çанталăкпа та, спортсменсен хӗрӳ кӗрешӗвӗпе тата трасса кăткăслăхӗпе. Юрать тăманӗ ăмăртусем вӗçленессе кӗтрӗ, ăшă тумтире те касса кӗрекен сивӗ çилӗ вара пӗрре те чарăнмарӗ. Старта хирӗç вӗрекенскер йӗлтӗрçӗсене сывлама памасăр хыпăнтарчӗ вăл. Çапах ниме пăхмасăр Беловкăри регионсен хушшинчи йӗлтӗр йӗрӗ иртрӗ-иртрех. Ăмăртусем мартăн 5-мӗшӗнче, ирхине 10 сехетре пуçланчӗç.

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ – 2022» Пекинри Олимпиадăри йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусене вӗçлекен 50 километрлă масс-старта аса илтерчӗ – çанталăкпа та, спортсменсен хӗрӳ кӗрешӗвӗпе тата трасса кăткăслăхӗпе. Юрать тăманӗ ăмăртусем вӗçленессе кӗтрӗ, ăшă тумтире те касса кӗрекен сивӗ çилӗ вара пӗрре те чарăнмарӗ. Старта хирӗç вӗрекенскер йӗлтӗрçӗсене сывлама памасăр хыпăнтарчӗ вăл. Çапах ниме пăхмасăр Беловкăри регионсен хушшинчи йӗлтӗр йӗрӗ иртрӗ-иртрех.
Ăмăртусем мартăн 5-мӗшӗнче, ирхине 10 сехетре пуçланчӗç. Çак вăхăта спортсменсем ретӗн-ретӗн тăрса тухнăччӗ ӗнтӗ, чи кӗçӗннинчен (2014 çулхи) пуçласа 70-тен иртнисем таранччен (пурӗ тăваттăн пулчӗç). Çак категорире «Сувар» хаçатăн штатра тăман авторӗ, Тольятти хулинче пурăнакан Владимир Левуков та пурччӗ. Ăмăртура вăл 3-мӗш вырăна тухрӗ. Саламлатпăр ăна!
Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, ăмăртăва пурӗ 157 çын хутшăнчӗ. Çавсен шутӗнче Аксу, Нурлат, Çарăмсан, Чистай, Элкел районӗсенчен, Самара облаçӗнчен. Кăçалхи IX Йӗлтӗр йӗрне Тутарстанра  Цифровизаци çулталăкӗ пулнă май, ăна халалларӗç беловкăсем.

 

Тем те курнă

 

Владимир Кожеманов калашле, ку таранччен вӗсене тем те курма тивнӗ.
– Мӗнле кăна çанталăкра ирттермен-ши эпир йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртăва? Çумăр çунипе зонтик айӗнче тăни те, лашапа юр турттарса трасса хатӗрлени те пулнă. Паянхи çиллӗ çанталăкра та çăмăл мар. Анчах мӗн тăвăн, çавăнпа хӗллехи, урамра иртекен вăйăсем вӗсем. Волейбол, баскетбол мар, – тет Владимир Кожеманов.
Пысăк ăмăртусенчи кăтартусемпе танлаштарсан кунти йӗлтӗрçӗсен кăтартăвӗсем пирки мӗн калама пултаратăр тесе ыйтсан вăл çапла хуравларӗ:
– Йӗлтӗрпе чупассинче рекорд ăнлавӗ пач та çук. Мӗншӗн тесен трасса, рельеф, йӗлтӗр шăваслăхӗ – йăлт расна, урăхла. Йӗлтӗртен те нумай килет. Çавăнпа йӗлтӗрпе чупассинче тӗнче рекорчӗ текенни çук. Ак çур сехетренех йӗлтӗр шăваслăхӗ улшăнма пултарать. Çӗнӗ юр çусанах япăхрах шăвать, – ăнлантарать Беловка ялӗн пултаруллă ывăлӗ.

 

Спонсорсем


«Премьер-Сити» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ Вячеслав Панков, бокспа спорт мастерӗ, Çырчаллинче бокс тренерӗ пулса ӗçлекен Владимир Терентьев, Алексей Уланов предприниматель, Пухтел ялӗнчи пенсионер Владимир Кузьмин пулăшнипе иртет çулсерен «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ». Вӗсем тăрăшнипе пӗр çул та çӗнтерӳçӗсем медальпе хаклă парнесемсӗр юлмаççӗ. Чи пӗчӗккисене 5 малти вырăн таранчченех палăртасси те пур йăлара. Кăçал медальпе пӗрле кашни укçа конверчӗллӗ пулчӗ. Ку питӗ лайăх, çапах ман шутпа çынсем парне илессишӗн хутшăнмаççӗ спорт ăмăртăвне. «Беловка йӗлтӗр йӗрӗн» ырă ячӗ тăхăр çул хушшинче таçта инçете сарăлнă. Унта хутшăнасси хăйне хисеплекен йӗлтӗрçӗшӗн пысăк чыс – çапла туйăнчӗ мана.
Мероприятие йӗркелессипе куçа курăнман ӗç нумай. Ку тивӗçе кашни çул Кожемановсемпе Бульбовсен çемйисем кӳлӗнеççӗ. Район администрацийӗ енчен ăмăртăва уçнă çӗре çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗн ертӳçи Радик Канафин килнӗччӗ. Йӗркелӳçӗсем сăмах илсе ăмăртăва хутшăннисене хавхалантарнă хыççăн кӗтнӗ самант çитрӗ – пӗрремӗш старт.


Çиле парăнмасăр

 

Ăмăрту чи пӗчӗккисенчен – 2014 çулта, вара 2012 – 2013 çулта çуралнисенчен – пуçланчӗ. Шăпăрлансем хирӗç вӗрекен сивӗ çилрен хăрамасăр хăюллăн малалла вирхӗнчӗç. Вӗсене пăхса тăнă май шăнса тăма та намăс пек пулса кайрӗ, йӗлтӗрпе чупма хатӗрленсе килмеллеччӗ иккен текен шухăш та йăрăлтатрӗ пуçра. Унтан чи аслисем – 70-тен иртнисем парăнтарма тухрӗç трассăна. Вăш та ваш йӗлтӗр патаккисене вылятса пӗр-пӗринчен иртме тăрăшрӗç. Финиша çитеспе нумайăшӗ сывлăш пӳлӗннипе аптăрарӗ, ку ӗнтӗ вăй-хал çуккипе мар, йăлтах вăйлă çиле пула. Йӗркелӳçӗсем кашни спортсменах финишра шоколадпа кӗтсе илчӗç, ку ӗнтӗ вăй пухма тесе. Пылак парнепе тивӗçтерекенсем Валентина Статинăпа Евгения Кожеманова пулчӗç.
Финиша чупса килнине сăнама уйрăмах интереслӗ. Кашни çеккунтшăн кӗрешеççӗ йӗлтӗрçӗсем. Кайран вара хал пӗтнипе юр çине тӗшӗрӗлеççӗ. Çанталăкӗ лăпкă тăнă пулсан, паллах, кун пекех хыпăнмастчӗç.
– Беловкăри ăмăртăва тахçанах хутшăнас тесе тăраттăм. Тинех çав ӗмӗте пурнăçларăм, – хавхаланса калаçрӗ юлташăмăр Владимир Левуков.
Çапла тӗрлӗ çул ӳсӗмӗнчисем пӗрин хыççăн тепри старта тухрӗç. Пӗтӗмпе 24 çул ӳсӗмӗнчи категорире иртрӗ ăмăрту: арçын ачасемпе хӗрачасем – 8, 9-10, 11-12, 13-14, 15-16 çултисем, каччăсемпе хӗрсем –  17-18 çултисем; арçынсемпе хӗрарăмсем – 18-29, 30-39, 40-49, 50-59, 60-69 çултисем. Сывлăх енчен çирӗпех маррисем те пурччӗ ăмăртура. Вӗсен хушшинче Виктория Рыбина (Лайăш районӗ) пӗрремӗш вырăна тивӗçрӗ. Яланхи пек «Атте, анне тата эпӗ» категори те пурччӗ. Шел пулин те, кăçал Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче пурăнакан Гордеевсен çемйи кăна çак сумлă ăмăртăва хутшăнчӗ. Кубок вӗсен аллине куçрӗ.

 

Йӗркелӳçӗсем çинчен

 

Çакна та палăртса хăварас килет, темле ывăнсан та, шăнсан та йӗлтӗрпе чупса таврăнакансенчен никам та саланмарӗ. Ăшăнма тесе трасса айккинче беловкăсем хир кухнине ăсталанăччӗ. Çавăнта Галина Константинова, Светлана Ефимова, Елена Полоруссова кашнине вӗри чейпе тата пăтăпа сăйласа ăшăнма май туса пачӗç.
Спортсменсен кăтартăвӗсене, ăмăрту тӗрӗс иртнине стартра сăнаса тăракансем Владимир Кожемановпа Анатолий Бульбов пулчӗç, финишра – Александр Федоровпа Радик Канафин.
Паллах, йӗлтӗрпе чупса ăмăртассинче трасса хатӗрлесси пӗрремӗш вырăнта. Мероприятие йӗркелесе ертсе пыракан Татьяна Бульбова пӗлтернӗ тăрăх, кăçал та ку ӗçе Борис Мишин хăй çине илнӗ. Пулăшаканӗсем Андрей Дмитриев, Петр Ефимов, Станислав Дмитриев пулнă. Электроэнергипе тивӗçтересси вара тăхăр çул тăршшӗпех Сергей Улановпа Сергей Жирнов аллинче, электричество хăватне вара ыркăмăллă Вера Ефимова пенсионерка  килӗнчен «турттараççӗ».
Кăçалхи IX йӗлтӗр йӗрӗ награждени церемонийӗпе вӗçленчӗ. Кӗçӗннисемсӗр пуçне кашни категорире виçӗ малти вырăна палăртрӗç. Çӗнтерӳçӗсем питӗ нумай, ячӗсене çырса пӗтереймӗн. Çавăнпа пурне те пӗрле саламлатпăр!   
Ак çапла туслă ушкăнпа черетлӗ «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăнăçлă иртсе кайрӗ. Çитес çул вăл 10-мӗш хут иртмелле. Мӗнпе тӗлӗнтерӗç беловкăсем юбилейлă хӗллехи вăйăсенче – ăна çитес çул курăпăр.
 
 Ирина ТРИФОНОВА.
Автор, К.Малышев тата
К.Романова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт