Библиотекăсем ялта пурăнакансемшӗн тахçанах хăй патне илӗртекен, пурне те пӗрле пуçтаракан центрсем пулса тăнă ӗнтӗ. Кунта час-часах коллективлă мероприятисем иртеççӗ. Ача-пăча та пуçтарăнать, аслисем те, волонтерсем те.
Саврăшпуç ялӗн библиотеки кăçал Тутарстан Республикинчи яллă вырăнсенче вырнаçнă культура учрежденийӗсен хушшинче ирттернӗ конкурсра «Чи лайăх библиотека» номинацире çӗнтерчӗ. Çак çӗнтерӳшӗн библиотека валли укçа-тенкӗ те уйăрса пачӗç. Унпа вара эпир хамăр библиотекăра юсав ӗçӗсем ирттертӗмӗр, музыка колонки тата микрофонсем, проектор, экран туянтăмăр. Библиотекăри тӗлпулусене ирттерме тата та аванрах, çăмăлтарах халӗ.
Шурă тăрнасен кунӗ – пӗчӗккисемпе
Акă нумай пулмасть çӗнелнӗ библиотекăра Шурă тăрнасен кунне халалласа мероприяти ирттертӗмӗр. Пуç хунă паттăрсене аса илме Ирина Владимировна Калинина воспитатель Саврăшпуçӗнчи ача садне çӳрекенсене ертсе килчӗ.
Библиотекарь ачасене Шурă тăрнасен кунӗн историне, Дагестан поэчӗ Расул Гамзатов çинчен каласа пачӗ. Шурă тăрнасем çапăçу хирӗнче пуç хунисемшӗн хурланнин символӗ пулса тăни шăпах çак поэтăн сăввипе çыхăннă. Ачасем Марк Бернес юрлакан «Журавли» юрра итлерӗç. Унтан аслисемпе пӗрле хутран тăрнасем касса кăларчӗç, вӗсене ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешсен – А.В.Львовăн, С.Н.Петровăн тата А.А.Петровăн портречӗсен умне хучӗç. Пурте пӗрле паттăрсене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç.
Мероприяти тăван чӗлхепе иртрӗ. Паттăрсем çинчен ачасене чăвашла каласа парса эпир хамăрăн чӗлхене те, культурăна та упратпăр.
1-мӗшпе 2-мӗшсем «Юмах тӗнчинче»
Тепӗр тӗлпулăва вара Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкулта 1-мӗшпе 2-мӗш классенче вӗренекенсем хăйсен вӗрентекенӗпе Мария Васильевна Тарасовăпа пӗрле килчӗç. Вӗсене библиотека пирки тӗплӗн каласа патăм: «библиотека» термин мӗне пӗлтерет, мӗн вăл кӗнеке фончӗ, ачасем валли кӗнекесене ăçта вырнаçтарнă, кӗнекене типтерлӗ тыткаламалли, библиотекăран кӗнеке илес тесен вулаканăн формулярне уçмалли çинчен. Ачасем çавăн пекех библиотекăра тăтăшах вăл е ку паллă пулăма халалланă мероприятисем, кӗнеке куравӗсем иртни пирки те пӗлчӗç.

Кӗçӗн классенче вӗренекенсене «Юмах тӗнчи» куравпа паллаштартăмăр, юмахсене пӗлессине тӗрӗслес тесе викторина та ирттертӗмӗр. Тӗрӗс хурав паракан ачасенчен чи хастаррисем 1-мӗш класра вӗренекен Макар Васильевпа 2-мӗш класс хӗрачи Екатерина Иванова пулчӗç.
Кăçал çуралнăранпа 140 çул çитнӗ тутар халăх поэчӗн Габдулла Тукайăн пултарулăхӗпе, унăн кӗнекисен куравӗпе те ачасем интересленсе паллашрӗç, кашни кӗçнерникун кунта Тукай сăввисене сасăпах вулани пирки пӗлчӗç. Тӗлпулу вӗçӗнче ачасене асăнмалăх пӗчӗк парнесем патăмăр.
Волонтерсем ыйтусене вăхăтра татса парасшăн
Библиотекăра иртнӗ тепӗр тӗлпулу ялти «Кто, если не мы?» волонтерсен ушкăнӗпе пулчӗ. Кунта Хӗрлӗшур волонтерӗсен ертӳçисенчен пӗри Ольга Елендеева та хутшăнчӗ. Салтаксене пӗрле пулăшас, маскировка сетки çыхас, #МЫВМЕСТЕ регионти клубăн мероприятийӗсемпе акцийӗсене хутшăнас ыйтусене сӳтсе яврăмăр. Юлашкинчен библиотекарь хатӗрленӗ викторинăна та хутшăнчӗç тӗлпулăва килнисем.

Çак тӗлпулусем библиотека вăл кӗнеке кайса илмелли çурт кăна мар, пӗр-пӗринпе хутшăнмалли, аса илмелли, пултарулăха аталантармалли, ырă ӗçсем тумалли вырăн та пулнине çирӗплетрӗç. Кунта кашни хăй валли чун киленӗçӗ тупма пултарать.
Татьяна МАКСИМОВА,
Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев