Иван Головин: «Каймаллах, унта ман атьсем»
Нaши герои

Иван Головин: «Каймаллах, унта ман атьсем»

Икӗ Паттăрлăх орденне, Суворов, Жуков тата икӗ хутчен «За боевое отличие» медальсене тивӗçнӗ гварди капитан, Ивановăри 98-мӗш гварди сывлăш-десант дивизийӗн радиоэлектронлă кӗрешӗвӗн службин начальникӗ Иван Владимирович Головин Хусанта çуралса ӳснӗ пулсан та Элкел районӗнчи хуракӳлсемшӗн хамăр çын. Мӗншӗн тесен çак ял мăнукӗ вăл, Юлия Александровнăпа Владимир Владимирович Головинсен пӗртен-пӗр ывăлӗ. Мӗн ачаран канмалли кунсене, каникулсене ялта ирттернӗрен пӗрле ӳснӗ кунти яш-кӗрӗмшӗн ӗмӗрлӗхех – ăшă йăл кулăллă, лăпкă Ваня. «Вăрçă та улăштараймарӗ ăна, мӗнле пулнă çаплах лăпкăччӗ...», – терӗ мăшăрӗ Лейсан пирӗнпе калаçнă чух ун пирки.

Головинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.Çар офицерӗ, десантник Иван Владимирович Головин маншăн та ют çын марччӗ. Аякри тăванăма мӗн пӗчӗкрен пӗлеттӗм. Ваньăпа «Сувар» хаçат валли интервью пирки те калаçса татăлнăччӗ, пӗлтӗр май праçникӗсен вăхăтӗнче тӗл пулмаллаччӗ пирӗн. Шăп çавăн чухне СВОран кӗске отпуска таврăнмаллаччӗ вăл – ямарӗç.

Тӗлпулу чăнах та пулчӗ... шел, калаçса татăлни мар. Ивановăри 98-мӗш гварди сывлăш-десант дивизи­йӗн радиоэлектронлă кӗрешӗвӗн службин начальникне Иван Владимирович Головина 2025 çулхи декабрь уйă­хӗнче Хусан масарӗнче юлашки çула ăсатрăмăр... 36-ра кăначчӗ пирӗн Ваня, вӗсенчен 17, 5 çулне вăл Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ, салтакран пуçласа офицера çитнӗ. Пултарулăхне кура майор мар, тӳрех подполковник звани пама тăратнăччӗ ăна, тӗрӗссипе çар задачисене çак должноçрах пурнăçланă-ха вăл, звание илсе кăна ӗлкӗреймен. 

Десантник

«Ваня пирӗн 1989 çулхи февралӗн 2-мӗшӗнче Хусанта çуралчӗ. Хулари Авиастроительнăй районӗнчи 105-мӗш шкултан вӗренсе тухсан Хусанти авиаци институтне (КАИ) программиста тӳлевсӗрех вӗренме кӗчӗ. Эпӗ 12-мӗш больницăн пульмонологи уйрăмӗнче медицина ­сес­тр­­инче ӗçлеттӗм, пӗррехинче виççӗмӗш хутпа пыратăп.

Пăхатăп та – ман Ваня шкулта пӗр класра вӗреннӗ Игорьпа тата Дениспа коридорта лара парать. «Мӗн тăватăр кунта?» – ыйтатăп кусенчен. «Флюорографи тухма килтӗмӗр çар комиссариатӗнчен», – теççӗ. Сывлăш-çар десантне пӗр чаçе пӗрле яма çар комиссариатне кайса ыйтнă иккен кусем. 2007 çулхи ноябрь уйăхӗнче салтака кайрӗç. Пирӗнни Мускав облаçӗнчи Наро-Фоминска ВДВна, юлташӗсем – Ярославле лекрӗç», – иртнине аса илчӗ амăшӗ Юлия Александровна. 

Головинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Сывлăш-çар десантӗнчи служба Ваньăна ӗмӗрне çар пурнă­çӗпе çыхăнтарасса ун чух никам та шутламан, тен, хăй те. Салтакран таврăнсан 2008 çулта РФ Оборона министерствипе пӗрремӗш контракта алă пуснă вăл. Ульяновскри 31-мӗш десантпа штурм бригадинче службăна малалла тăснă. Çав çулхинех август уйăхӗнче пӗрремӗш çирӗп тӗрӗслев – Грузипе Осети хирӗçтăрăвӗ– витӗр тухать. 2013-2014 çулсенче Сирие пăрахутпа ишет, телее, Ульяновскри миротворец-бригада хирӗçтăрăва кӗмест ун чух.

Турă çырни

Çарта тăнă хушăрах Иван Головин 2012 çулта аслă шкула, чăн та хальхинче Хусанти юридици иститутне, таврăнса виççӗмӗш курсра вӗренӗве малалла тăсать. Шăп кунта тӗл пулать те хăйӗн Турă çырнине, Рыбная Слободари Юлсубино ялӗн хӗрне Лейсана. 

Головинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

– Ваня 2012 çулхине пирӗн пата виççӗмӗш курса вӗренме килчӗ. Пӗрре курсах кăмăла кайрӗ мана: «Кăна вӗçертмелле мар», – тесе шухăшларăм тӳрех, – шăпаллă тӗлпулăва аса илчӗ Лейсан. Пӗр-пӗрне килӗштернӗ çамрăксем çав çулах çемье çавăрса пурнăç çулӗпе пӗрле утма тытăнаççӗ. Кӗçех хӗрӗ Лиана çуралать вӗсен. Çапла 13 çул пӗр-пӗрне çур сăмахран ăнланса пурăнаççӗ Иванпа Лейсан Головинсем. 

Ваня пӗр контракчӗ пӗтсен теприне пуçласа службăна малалла тăсать, çапла темиçе хут. Çемьене тăрантарасси ун çинче пулсан, кил-çуртпа ача пăхассине Лейсан йăлт хăй çине илет. Сăмах май, профессипе Лейсан – юрист. Службăра тăракан упăшкине вăл мӗнпур енчен пулăшса пырать. «Çурт лартма çав тери ӗмӗтленетчӗ Ваня. Вăл ӗçрен пушанайманнипе хамах Юлсубино ялӗнче, хамăн атте-аннесен çывăхне, лартса пӗтертӗм. Хваттерте юсав ӗçӗсене тутарттартăм.

«Пурăнмалăх çитет, ан ӗçле», – тетчӗ вăл эпӗ ӗçе тухасси пирки калаçма тытăнсан. Чăнах та, мӗн-тӗр çитменни нихăçан та пулман пирӗн. Ыттисем упăшкисене отпускран ӗç тума кӗтетчӗç. Эпӗ пурнăçа йăлтах хам сӗтӗрнӗ те ăна кантарма май тупаттăм. «Апла-капла пулас-тăк, ача – ашшӗне, эпӗ мăшăра мӗнпе аса илӗп? Ӗçне ăна хам та тăваятăп», – теттӗм. Ваня отпуска таврăнсан пӗр кун унăн ашшӗ-амăшӗ, тепӗр кунне манăн атте-анне патӗнче ирттереттӗмӗр те 5-6 куна ачапа пӗрле Сочие канма каяттăмăр. Пирӗн ыттисемпе пуринпе пӗрле пулма тата 7 кун юлатчӗ», – телейлӗ кунсене ăшшăн аса илчӗ Лейсан. 

СВОра 2022 çултанпа

«Ваня пирӗн нихăçан та ӗçрен ир килмен, каçхине 23 сехетченех чаçӗнчеччӗ. Тӗплӗ пулнипе хисеплетчӗç ăна. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан чаçрех хăварнăччӗ», – каласа парать амăшӗ Юлия Александровна. Анчах лăпкăн кăна ăшă кабинетра ларакан офицер пулман Иван Владимирович. Пирвайхи çухатусем хыççăнах фронта, хă­йӗн салтакӗсем патне яма ыйтнă. Вӗсене пытарма çав тери йывăрри пирки каланă вăл. 
«Мӗн, ухмах-им? – кăмăлсăрлантăм СВОна каяссине пӗлтерсен.

«Ывăлăр (е упăшкăр) пуç хучӗ сирӗн», – тесе каласа курнă-и эс хăв çыннусен тăванӗсене? Эпӗ курнă. Кашни пытарма каймассерен хам та юнашар кӗрсе выртсан çăмăлрах пуль тесе шутлатăп. Çавăнпа каймаллах, унта ман атьсем», – терӗ витерсе. 2022 çулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче Ваньăна хăйӗн 35 салтакӗпе пӗрле ятарлă çар операцине ăсатрăмăр. Изюм хули урлă кӗчӗç вӗсем ун чух», – ятарлă çар операцийӗ çемьешӗн мӗнле пуçланнине аса илчӗ офицерăн мăшăрӗ Лейсан. 

Головинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

2024 çулта Иван Головин капитана Ульяновскран Крымри Феодосири 56-мӗш десантпа штурм полкне, 2025 çулта Иваново хулинчи 98-мӗш гварди сывлăш-десант дивизине ку­çарнă. 

Курск

Ятарлă çар операцийӗнчи 4 çул çурăра нумай йывăр çапăçура пулать Иван Головин капитан. 2024 çулта августра ВСУ салтакӗсем Курск облаçӗн чикӗ хӗрринчи районӗсене кӗрсе кайсан пограничниксене пулăшма десантниксем чăн малтан çитеççӗ. Вăйлă çапăçусенчен пӗринче капитан купарчаран пуçласа ури вӗçӗ таран аманать. Çакна илтсенех мăшăрӗ ниме пăхмасăр ун патне васкать.

«Ваня ман руль умне питех ларма юратмастчӗ, эпӗ çӳренӗ унпа ялан. Крыма куçарсан та хамах леçрӗм. СВОра унпа пӗрлех пулнă тесен те юрать пуль. Мӗншӗн тесен вӗсем Луганскра тăнă чух эпӗ ун патне машинăпа ултă хутчен кайса килтӗм. Малтан хам кăна каяттăм, кайран ытти офицерсен арăмӗсене пӗрле илеттӗм. Бомбежкăна та лекеттӗмӗр. Хăрушăччӗ ун чух унта.

Пӗррехинче хӗрӗмӗр Лиана та пычӗ, ротовируспа чирлесе больницăнах лекрӗ. Савăнатчӗ пире курсан Ваня, ăна та, мана та çав тери кирлӗччӗ ку тӗлпулусем. Эпир унпа куллен калаçса тăраттăмăр. Вăрттăн çыхăнупа тухма майне тупатчӗ вăл. 2024 çул, август уйăхӗ... пӗр кун, икӗ кун çыхăнăва тухмасть. Икӗ кун унран хыпар çук-тăк, кама пултаратăп пурне те ура çине тăратассине аван пӗлетчӗ вăл. Атьсене çырма тытăнтăм. Пӗри çырать-çырать те чарăнать, çырать-çырать те каллех чарăнать. Турăçăм, мӗн-тӗр пулнах тетӗп, пуçра хамăн пӗр шухăш кăна: хуть мӗнле, анчах сывă кăна пултăр. Аманнă теççӗ.

Пӗр çур сехет пек иртсен Ваня хăй те çыхăнăва тухрӗ. Мӗнле-тӗр ял патӗнче аманнă иккен, Фатеж хулине эвакуациленӗ хăйне. «Ниме пăхмасăр халех пыратăп. Выртма вырăн çукки хăратмасть мана, машинăра та çӗр каçаятăп», – тетӗп кăна. «Çук, ан кил», – тет. Çапла тавлашнине пăхмасăр ăçта каяссине пӗлмесӗрех çав кунах çула тухрăм. Фатежри больницăра тӗп тухтăр мана темиçе хутчен те хăваласа кăларчӗ. Мӗншӗн Ваньăна пăхтарасшăн пулманнине ăнланмарăм. «Алăкран хăваласа кăларсан чӳречерен кӗрекеннисенчен пуль-ха эсӗ, юрӗ, юл апла», – тин Ваньăна пăхма ирӗк пачӗ тухтăр.

Тăпра кăна выртать ман Ваня, мӗнле эвакуациленӗ çап­лах. Эпӗ ăна çăвăнтартăм малтан. Кайран тата чăрсăрланса тухтăр патне тепре кайрăм та Ваньăна хăна çуртне илсе кайма ирӗк ыйтрăм. «Юрӗ, кайăр», – терӗ тухтăр манпа тавлашнин усси çуккине ăнланса. Çапла пӗр эрне пăхрăм аманнă Ваньăна ун чух. Çапăçусенче виçӗ хутчен те контузи илнӗччӗ-ха вăл маларах, анчах кун пекех йывăр аманни пулманччӗ. Хӗрӗмӗре Лианăна хытă юрататчӗ. Аманнăшăн панă укçапа ун валли тӳрех хваттер илме хушрӗ: «Хӗрӗмӗрӗн пурăнмалли кӗтесӗ хăйӗн пултăр», – терӗ. Лиана валли Хусанта хваттер туянса хутăмăр», – чи йывăр вăхăтсенче мăшăрӗпе ялан пӗрле пулнине палăртрӗ Лиана. 

Алешки

Суранӗсем тӳрленнӗ-тӳрленмен офицер каллех строя тăнă. Урăхла пултарайман офицер. Мӗнле вăйлă çапăçусенче те ăннă-ха ăна, 2025 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче вара ангелӗ çумра пулман. Херсон облаçӗнчи Алешки ялӗ патне задание вӗсем тăваттăн кайнă. Умра çул кăтартакан, ун хыççăн Ваньăн РЭБ службинчи начальникӗ, офицер, ун хыççăн хăйсен салтакӗ, юлашкинчен Ваня çуран пӗр-пӗринчен 5-шер метр­та пынă.

Умӗнчисем сулахайра мина пуррине асăрхаса пӗр-пӗрне пӗлтернӗ, анчах капитан минăпа танлашсан умрисен çывăхӗнче мина сирпӗнсе ванчăкӗ унăн куçӗ тӗлӗнченех лексе вилмеллех амантнă. Çапла задание кайнă тăватă çынран икӗ офицер паттăррăн пуç хунă ун чух. Тăшман вăйлă пенӗрен темиçе кунран тин кăларайнă вӗсене. Иван Владимирович Головин капитана декабрь уйă­хӗн çурринче тин Хусана кӳрсе чыслăн пытарчӗç. 

«Малашнехи плансем питӗ пысăкчӗ пирӗн. Службăран кайсан хуларан аякра лăпкăн кăна хамăр çуртпа пурăнма, çӗршыв тăрăх курса çӳреме ӗмӗтленетчӗ Ваня. Кун валли прицеп та туянса хутăмăр...» – сасси чӗтренчӗ Лейсанăн. Пӗр ӗмӗчӗ чăнах та пурнăçланнă-ха офицерăн. Мăшăрӗ тăрăшнипе Юлсубинăри çуртне туса пӗтерсе 2025 çулта шăпах Çӗнӗ çул уявне пурăнма кӗнӗ çемье. Шел, Иван Владимировича унта пурӗ те 6 кун, çулла отпуска таврăнсан, пурăнса курма Турă çырнă. 

Çурчӗ çинче халӗ асăну хăми, ăна нумай пулмасть вырăнти администраци вырнаçтарнă. Сăмах май, офицера отставкăна кайсан яла таврăнасса питӗ кӗтнӗ, ӗç вырăнӗ те халех хатӗрлесе хунă пулнă кунта. 

«Манпа мӗн-тӗр пулас-тăк, ан ман, эсӗ – офицер арăмӗ, татăлса ан макăр, тивӗçлӗн пурăн, кама качча тухнине малтанах пӗлнӗ эс», – тетчӗ Ваня ялан...», – хуйхи чăтма çук йывăррипе хашш! сыв­ларӗ Лейсан. Мăшăрӗ каланă пекех, чăн-чăн офицер арăмӗ пулма тăрăшать вăл, йывăр пулсан та чуна хытарса малалла утать.

Головинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Лейсанăн халӗ хăйсем ӗмӗтленнӗ пекех хӗрне – Лианăна – ура çине тăратмалла тата Ваньăн ашшӗ-амăшӗшӗн те тӗрев пулмалла. Мӗншӗн тесен Головин-аслисен кинӗпе мăнукӗсӗр пуçне урăх ачисем çук. Владимир Владимировичпа Юлия Александровна Хусан хулинче ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухсан тăван яла таврăннă. Ял-йыш питӗ хисеплет вӗсене. Юлия Александровна опытлă медицина сестри пулнăран халӗ те-ха кӳршӗ-арша уколсем туса, системăсем ларт­са пулăшать.

Владимир Владимирович вара ӗмӗрхи водитель. Вăл та пулăшу ыйтакана тимлӗхсӗр хăвармасть. Ывăлӗ малтан Хуракӳлте çурт лартас шутлă пулнă-ха. Ял инçипе тата пӗтсе пынипе Хусан çывăхнерех, Рыбная Слободари Юлсубинăна суйласан çак шухăша пӗрре те хирӗç пулман ашшӗпе амăшӗ. «Ачасем аван пурăнсан пире çӗр хут лайăхрах», – тенӗ кăна кун пирки. «Пӗрер кун шăнкăравламасан тӳрех çухатать пире кин, халăмăрсене пӗлсех тăрать. Хамăрăн хӗр пекех вăл пирӗншӗн. Мăнукăмăр Лиана шкулта лайăх вӗреннипе савăнатпăр халӗ. Ывăлăмăр кăна çук... вăрçă валлиех çуратрăмăр пуль çав эпир ăна...» – куççулӗ юхрӗ те юхрӗ амăшӗн Юлия Александровнан. 

Йывăр пулсан та ывăлӗн, мă­шăрӗн, ашшӗн, Тăван çӗршыв паттăрӗн Иван Владимирович Головинăн çутă сăнарне чӗрере упраса пурăнмаллах вӗсен, урăхла юрамасть. Пурнăçне вăл çӗршывăн, çемйин тăнăçлăхӗшӗн панă. Çакăн пек ывăлсем çинче тытăнса тăнă ӗмӗртен пирӗн Раççей, шăп çакăн пек атте-аннесем çуратнă вӗсене, çакăн пек пурнăç юлташӗсем тăшмана хирӗç тăма хавхалантарнă.

Головинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.


Наши герои

Нет комментариев