Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Бюджетра çӗнӗ социаллă объектсене хута яма, ӗç укçине ӳстерме çителӗклӗ укçа-тенкӗ пăхса хунă тет

Профильлӗ енсемпе парламент комитечӗсем черетлӗ ларура республикăн бюджет çинчен закон проектне 2025 çула тата планпа 2026-2027 çулсен тапхăрне пăхса тухса унăн пӗрремӗш вулавне Патшалăх Канашне тăратнă. Ларăва хутшăннă финанс министрӗн сăмахӗпе, 45 муниципаллă районпа хула округӗсен, 911 пурăнмалли вырăнăн бюджечӗсем çитес виçӗ çулта дефицитсăр пулма тивӗç.

Профильлӗ енсемпе парламент комитечӗсем черетлӗ ларура республикăн бюджет çинчен закон проектне 2025 çула тата планпа 2026-2027 çулсен тапхăрне пăхса тухса унăн пӗрремӗш вулавне Патшалăх Канашне тăратнă. Октябрӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ Бюджет, налогсемпе финанс енӗпе комитет ларăвӗнче закон проекчӗпе Патшалăх Канашӗн комитечӗсен асăрхаттарăвӗсене шута илсе пӗтӗмлетӳ тунă. Ларăва ТР Патшалăх Канашӗн Председатель çумӗ Марат Ахметов хутшăнчӗ. 

«Сӳтсе явнă чухне питӗ нумай ыйту пулчӗ. Вӗсене шута илмеллех. Паллах, чи малтан закон проекчӗн тӗп енӗсене палăртмалла. Чи малтан регионти пӗтӗмӗшле продукцин ӳсӗмне, вăл финанспа хуçалăх ӗçӗсен пӗтӗмлетӗвӗ пулса тăрать. Экономика министерствин кăтартăвӗсемпе унăн ӳсӗмӗ самай пысăк — 5 триллион тенкӗ ытла», — терӗ Бюджет, налогсемпе финанс комитечӗн председателӗ Леонид Якунин. Вăл палăртнă тăрăх, бюджет тăкакӗсем иртнӗ çултисем пекех тӗрлӗ программăсемпе пурнăçланса пырӗ. Чи малтан социаллă енпе çыхăннисемпе (80 процент ытла). 2025 çулта ӗç укçин фончӗ 174 миллиард тенке ӳснине те асăнса хăвармалла. Паллах, сăмах бюджет тытăмӗнче ӗçлекенсем пирки. 

Парламентарисен ларăвне хутшăннă экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗпе Олег Пелевинпа финанс министрӗ Радик Гайзатуллин Тутарстан экономикин аталанăвӗн прогнозӗпе паллаштарчӗç. 

Вӗсен кăтартăвӗсемпе 2025 çулта регионри пӗтӗмӗшле продукцин калăпăшӗ кăçалхипе танлаштарсан 102,9 процентпа, 2026 — 102,6 процентпа, 2027 — 102,7 процентпа танлашӗ. Ӳсӗм 3 процента яхăн ӳсни питӗ те лайăх кăтарту, инфляцие шута илсен уйрăмах. Промышленность производствин индексӗ вара çитес çул 103,1 процентпа, ял хуçалăхӗнче — 100,8 процентпа танлашмалла. Суту-илӳ кăтартăвӗсем те ырă пуласса шантараççӗ (103,1-103,6 процент). Строительство ӗçӗсен калăпăшӗ 102,0-104,0 процента çитмелле. 

Социаллă экономика аталанăвӗн прогнозӗсене итленӗ май ыйтусем те çуралчӗç. Фадбир Сафин депутата республикăра кая юлса пыракан предприятисем интереслентерчӗç. Камсем вӗсем, мӗн чухлӗн? Экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗн сăмахӗпе, тăкаклă предприятисен шучӗ 22 процент шайра тытăнса тăрать. «Унчченхи кăтартусем 24-25 процентчӗ. Предприятисем пирӗн 400 ытла, вӗсем пурте çирӗп контрольте. Теветкеллӗх, тӳлес пултарулăх енӗпе эпир вӗсене кашни кун тӗрӗслетпӗр. Кирлӗ çӗрте лару-тăрăва лайăхлатассипе ӗç планне йӗркелетпӗр», — ăнлантарчӗ Олег Пелевин. 

Радик Гайзатуллин бюджетăн тупăшпа тăкак пайӗсене тишкерчӗ. Вăл палăртнă тăрăх, тупăш тӗпрен илсен тупăш налогӗнчен, çав шутра уйрăм çынсеннинчен те, пухăнса пырать. Прогноз тăрăх, 2025 çулта тупăш налогӗ 128 миллиард тенкӗпе танлашмалла, уйрăм çынсеннипе пӗрле ТР пӗрлехи бюджетне 186 миллиард тенкӗ кӗмелле, республика бюджетне — 130,2 миллиард тенкӗ. Ку цифрăсене пӗлӗтрен илмен. Финанс министрне шанас пулсан, налог шутлавӗсене Экономика министерствин ӗç укçи фончӗн прогнозне, çавна кура мӗн чухлӗ налог пухăнма пултарнине шута илсе тунă.

Министр палăртнă тăрăх, пӗлтерӗшлӗ налогсен шутне организацисенчен пурлăхшăн пуçтаракан налог та кӗрет. 2025 çулта вăл 41,6 миллиард тенкӗпе танлашмалла. Прогнозсем тăрăх, ТР пӗрлехи бюджетне (консолидированный бюджет) акцизсенчен 45 миллиард тенкӗ, республика бюджетне 43,5 миллиард тенкӗ кӗмелле. 

29,7 миллиард тенки ытти тупăшран кӗмелле. Кунта ӗнтӗ сăмах çӗр пайӗсене сутни, тара пани, пурлăх сутни, тӗрлӗ штрафсем, экологи енӗпе тата ытти тӳлевсем çинчен пырать. «Федераци бюджетӗнчен килекен укçа-тенке хальлӗхе закон проектӗнче шута илмен. Патшалăх Думине федераци бюджечӗн закон проектне пăхса тухма тăратсан бюджетсен хушшинчи трансфертсен калăпăшне палăртаççӗ. Ку суммăсем пирӗн бюджета закон проекчӗн иккӗмӗш вулавӗнче тӳрлетӳсемпе кӗрӗç», — ăнлантарчӗ министр. 

Ун сăмахӗпе, 45 муниципаллă районпа хула округӗсен, 911 пурăнмалли вырăнăн бюджечӗсем çитес виçӗ çулта дефицитсăр пулма тивӗç. 
Финанс министрӗ палăртнă тăрăх, бюджетра çӗнӗ социаллă объектсене хута яма, ӗç укçине ӳстерме, резерв фончӗсене йӗркелеме, регионри проектсене пурнăçлама, бюджет учрежденийӗсем валли пурлăхпа çӗр налогне тӳлеме çителӗклӗ укçа-тенкӗ пăхса хунă. Çав шутра граждансенчен самообложенипе пуçтарни çумне вырăнти пӗлтерӗшлӗ ӗçсене пурнăçлама бюджетсен хушшинчи трансфертсене те. 

Çапла вара пӗрлехи бюджетăн тупăш пайӗ 2025 çулта 512,1 миллиард тенкӗпе, тăкаксем 525,6 миллиард тенкӗпе танлашӗç. Дефицит шайӗ 13,5 миллиард тенкӗ. 

Шут палатин Председатель çумӗ Альберт Валеев маларах панă материалсем тăрăх бюджет кăтартăвӗсене лайăх тесе ырларӗ. Бюджетăн тупăшпа тăкак пайӗсем шайлашуллă пулнине асăрхарӗ. Апла пурăнатпăр-ха...
Ирина ТРИФОНОВА. 
Сăнӳкерчӗк https://gossov. tatarstan. ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет