News by tag - Государственный Совет
-
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Раççей парламентаризмӗн кунӗпе саламлать
Паян, апрелӗн 27-мӗшӗнче, Раççейре парламентаризм кунне паллă тăваççӗ. Çак кун, 1906 çулта Раççей Империйӗнче Патшалăх Думи йӗркеленсе ӗçлеме пуçланă. Ку вăл влаçăн демократилле çӗнӗ форми пулнă. Чăннипе пӗлтерӗшлӗ пулăм.
-
Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова шучӗпе çемье, аннелӗхпе ачалăх ыйтăвӗсене хӗрарăмсем лайăхрах ăнланаççӗ
Апрелӗн 4-мӗшӗ ТР Патшалăх Канашӗшӗн историлле тӗлпулупа асра юлӗ. Çак кун Тутарстанпа Архангельск облаçӗн хӗрарăм-депутачӗсем пӗрлехи лару ирттерсе чылай социаллă ыйтăва сӳтсе яврӗç, ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетрӗç.
-
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин вӗрентекенсем пирки: «Эсир мар пулсан кам çитӗнекен ăрăва тӗрӗс ориентир парӗ?»
Январӗн 30-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗнче историпе обществознани учителӗсен методика пӗрлешӗвӗсен ертӳçисен семинарӗ иртрӗ. Çавăнта старт пачӗç те ӗнтӗ «Пуласлăха суйлатпăр!» парламент урокӗсене.
-
Çитес çула республикăн бюджетне 40 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳстерме йышăннă
Кӗçех парламентра республикăн Тӗп финанс законне сӳтсе явма тытăнаççӗ. Леонид Якунин пӗлтернӗ тăрăх, бюджет çинчен закон проектне депутатсем тишкерме пуçланă. Ытти çулхи пекех бюджетăн тупăш пайне 2024 çулта ӳстерме палăртнă – 40 миллиард тенкӗ чухлӗ. Çавна май тăкаксен пайӗ те ӳсетех.