Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова шучӗпе çемье, аннелӗхпе ачалăх ыйтăвӗсене хӗрарăмсем лайăхрах ăнланаççӗ

Апрелӗн 4-мӗшӗ ТР Патшалăх Канашӗшӗн историлле тӗлпулупа асра юлӗ. Çак кун Тутарстанпа Архангельск облаçӗн хӗрарăм-депутачӗсем пӗрлехи лару ирттерсе чылай социаллă ыйтăва сӳтсе яврӗç, ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетрӗç.

«Паян эпир икӗ регионăн парламенчӗсен хӗрарăмӗсем социаллă ыйтусене, пуçтарăнса кайнă проблемăсене сӳтсе явма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, пӗрле обществăна хумхантаракан чи кирлӗ ыйтусене татса пама пуçтарăнтăмăр», — терӗ РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ, Çемье, хӗрарăмсемпе ачасен ыйтăвӗсемпе Патшалăх Думин комитечӗн пайташӗ Татьяна Ларионова пӗрлехи ларăва уçса. Калас пулать, ТР парламенчӗн «Мэрхэмэт — Милосердие» хӗрарăм депутатсен пӗрлешӗвӗпе Архангельск облаçӗн Хӗрарăм депутатсен палатин тӗлпулăвӗ пӗрремӗш мар, туслă çыхăну самай маларах йӗркеленнӗ. 
Тӗлпулăвăн пуçаруçисем Патшалăх Думин Çемьене хӳтӗлессипе, атте-аннелӗх, ачалăх ыйтăвӗсемпе комитет пуçлăхӗн çумӗ Елена Вторыгинапа Татьяна Ларионова пулнă. Хӗрарăм-депутатсене саламлама ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов килчӗ. 
«Тӗлӗнмелле те, паян Архангельск парламентаризмӗшӗн историлле пӗлтерӗшлӗ кун — шăп та лăп 30 çул каялла облаçри депутатсен 1-мӗш пухăвӗ йӗркеленнӗ. Саламлатăп», — терӗ Марат Ахметов хăнасене сывлăх сунса. Малалла вăл кăштах Тутарстан парламенчӗн историйӗ çинче чарăнса тăчӗ, республикăн социаллă экономика аталанăвӗн лару-тăрăвӗпе паллаштарчӗ. 
Уйрăммăн Марат Ахметов «Мэрхэмэт — Милосердие» пӗрлешӗве тав туса хӗрарăм-депутатсем социаллă пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса панă çӗре пысăк тӳпе кӗртнине, ку енӗпе 20 ытла закон проекчӗ сӗннине, 110 тӗрлӗ пуçарупа тухнине палăртса хăварчӗ. Атăлçи тăрăхӗнчи регионсен парламенчӗсен хӗрарăм-депутачӗсемпе тачă çыхăнса ӗçленине ырларӗ. 
Малалла хăйсен ӗçӗпе Елена Вторыгина паллаштарчӗ. Вăл РФ Патшалăх Думине Архангельск облаçӗнчен суйланнă. «Тутарстан чи лайăх практикăсемпе паллашса ӗçе илмелли вырăн. Пӗр-пӗрин опычӗпе, обществăлла пӗрлешӳсем епле ӗçлесе пынипе, мӗнлерех проектсем сирӗн патра пурнăçланнипе паллашни интереслӗ тата питӗ кирлӗ», — терӗ РФ ПД Çемьене хӳтӗлессипе, атте-аннелӗх, ачалăх ыйтăвӗсемпе комитет пуçлăхӗн çумӗ. 
Елена Вторыгина палăртнă тăрăх, Архангельск облаçӗнче хӗрарăм-депутатсем тăрăшнипе ашшӗ-амăшсен сообществисене пӗрлештерекен «Семья Поморья», хӗрарăмсене тӗрлӗ консультацисем парса пулăшассипе «Женский диалог», ача-пăча площадкисемпе обществăлла уçлăхсен строительствипе ӗçлекен «Мечты сбываются», «Территория детства» проектсем хута кайнă. «Эпир те Тутарстан пекех чи кирлӗ социаллă енсемпе хамăрăн чи лайăх опытпа паллаштарма хатӗр. Малашне те икӗ регионăн депутачӗсем пӗрле ӗçлесчӗ, ку пире закон енӗпе çӗнӗ пуçарусем йӗркелеме май парать», — терӗ комитет пуçлăхӗн çумӗ. 
Татьяна Ларионова çемье, аннелӗхпе ачалăх ыйтăвӗсене хӗрарăмсем лайăхрах ăнланнине, çавăнпа вӗсем хӗрарăм-депутатсен пӗрлешӗвӗн повесткинче тӗп вырăн йышăннине палăртрӗ. «Архангельск облаçӗн хӗрарăм-депутатсен палатин нумай ӗçӗсене хамăрăн практикăна илме пулать. Пирӗн тӗлпулу питӗ те пӗлтерӗшлӗ, пӗр-пӗрне мӗн каламалли чылай», — терӗ Патшалăх Думин депутачӗ. 
Уйрăммăн Татьяна Ларионова демографи ыйтăвӗсем çинче чарăнса тăчӗ. Ун сăмахӗпе, Тутарстанра Атăлçири ытти регионсемпе танлаштарсан мăшăрсем сахалрах уйрăлаççӗ. Анчах çӗршывӗпе тенденци лайăхах мар. «Шел те, хăш-пӗр çемье хаклăхӗсем çухалса пыраççӗ. Телее, юлашки çулсенче Раççей Президенчӗ шайӗнче пӗлтерӗшлӗ документсем йышăннă, çав шутра кăмăл-сипетпе нравственность хаклăхӗсем çинчен указа», — терӗ Татьяна Ларионова. 
Унтан вăл Патшалăх Канашӗн хӗрарăм-депутатсен «Мэрхэмэт — Милосердие» пӗрлешӗвӗн ертӳçине Алсу Набиевăна сăмах пачӗ. «Çак пӗрлешӳ маншăн çуратнă ача пекех, Патшалăх Думине куçма тивсен ăна пӗр иккӗленмесӗр Алсу Рустэмовнăна парса хăвартăм, йăнăшмарăм», — терӗ ӗçтешне ырласа Татьяна Ларионова. 

Алсу Набиева Архангельскран килнӗ хăнасене пӗрлешӳ историйӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Паяна ун йышӗнче 16 хӗрарăм-депутат шутланса тăрать. Пӗрлешӳ граждансене социаллă тӗрев парассипе, аннелӗхпе ачалăха, çемьепе мăшăрлану институтне хӳтӗлессипе, çамрăксен политики, вӗрентӳпе сывлăх сыхлав енӗпе нумай ӗçлет. 

Тӗрлӗ шайри хӗрарăм-депутатсемпе эффективлă ӗçлесе пырас тӗллевпе муниципаллă районсенче ку йышши пӗрлешӳсем йӗркеленнӗ. Каярах вара Атăлçи шайне тухса ытти регионсенчи хӗрарăм-депутатсен корпусӗпе туслă çыхăнусем йӗркеленӗ. 
Аслу Набиева сăмахӗпе, юлашки пилӗк çулра кăна вӗсем тăрăшнипе 86 закон проектне йышăннă. 

Тухса калаçакансем татах пулчӗç. ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Юлия Абдреева, çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Мустафина тата вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Алсу Асадуллина хăйсен ведомстви шайӗнче çемьесемпе ачасене мӗнлерех социаллă пулăшу мерисемпе тивӗçтернине каласа пачӗç. 

Архангельск облаçӗнчи Хӗрарăмсен палатин представителӗсем те хăйсен патӗнче пурнăçланакан социаллă проектсемпе паллаштарчӗç. 
Юлашкинчен енсем пӗрле ӗçлессипе килӗшӳ туса çирӗплетрӗç. 

Лару хыççăн хăнасем «Адымнар» полилингваллӗ комплекса, «Казан» Çемье центрне тата Лайăш районӗнчи социаллă объектсенче пулса курчӗç. 
Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет