Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксен театрӗнче премьера — Никита Бичурин çинчен спектакль!

Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗ Чăваш Енрен тухнă паллă монах, Никита Бичурин (Иакинф) китаевед çинчен «Бичурин. Молодые годы» спектакль кăтартнă. Премьера ноябрӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта пулнă.

Театрăн репертуарӗнчи Никита Бичурин çинчен пӗрремӗш спектакль ку. Ăна Николай Сидоров çыравçăн, драматургăн «Çунатлă çамрăклăх» драми тăрăх Пушкăртстанпа Тутарстан республикисен искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Байрас Ибрагимов лартнă. Сăмах май, произведени 2022 çулта иртнӗ чăвашла пьесăсен регионсем хушшинчи конкурсӗнче «Ачасемпе çамрăксем валли чи лайăх пьеса» номинацире çӗнтернӗ.

Театрăн «ВКонтактери» ушкăнӗнче пӗлтернӗ тăрăх, постановкăна лартнă чух авторсем архив докуменчӗсемпе нумай усă курнă. Тӗп сăнарăн пурнăçӗ çивӗч сюжетлă эпопея евӗр. Ученăй мӗнле ӳссе çитӗнни, мӗнле-мӗнле тӗрӗслевсем витӗр тухни çине нумай тимлӗх уйăрнă. Драмăна историлле пулăмсене те кӗртнӗ, çавах та унта мӗн пулса иртнине, сăнарсене куракан хăй хаклама пултартăр тенӗ.

Спектакле Çамрăксен театрӗн труппи тулли йышпа тенӗ пекех хутшăннă иккен. Премьерăна вӗрентекенсем, музей ӗçченӗсем, студентсем, театр кăмăллакансем килнӗ. Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне черетлӗ премьерăпа эпир те саламлатпăр! Çӗнӗ постановкăн ӗмӗрӗ вăрăм, кураканӗсем нумай пулччăр. Спектакле хусансем эпир те чăтăмсăр кӗтетпӗр. (Çамрăксен театрӗн «ВКонтактери» страницинчен илнӗ сăнӳкерчӗкӗн авторӗ Сергей Коробко).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России