Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш чӗлхи учебникӗн авторӗ вилсе кайнă…

Шупашкартан хурлăхлă хыпар çитрӗ. Чăваш тӗнчи тепӗр хастар çыннине, Раççей халăх учительне, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенне Галина Васильевна Абрамовăна ӗмӗрлӗхех çухатрӗ.

Галина Васильевна вырăс ачисем валли «Чăваш чӗлхи» вӗренӳпе методика кӗнекине, электронлă пособисем хатӗрлекенӗ. Раççей Президенчӗн гранчӗсене тивӗçнӗ педагог Шупашкарти 56 тата 59-мӗш шкулсенче ачасене чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

 Чăваш халăхӗшӗн чăнах та пысăк çухату ку. Çемйипе, çывăх тăванӗсемпе Тутарстан чăвашӗсем эпир те тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр.
Сăнӳкерчӗк chebobraz.cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России