Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш хӗрӗсен волейбол команди кризисра

Хусанти чăваш хӗрӗсен команди волейбол юратакан 17 çултан аслăрах чăваш хӗрӗсене тата лайăх тренера кӗтет.

Хусанти чăваш хӗрӗсен волейбол команди пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнче йӗркеленнӗччӗ. Çак вăхăтра вӗсем сисӗнмеллех çитӗнӳсем турӗç, кăçал республикăри наци çамрăкӗсен хушшинче иртнӗ спартакиадăра, тӗслӗхрен, иккӗмӗш вырăн йышăнса савăнтарчӗç. Шел те, хальхи вăхăтра командăра йывăрлăхсем пулнине пӗлтӗмӗр. Тӗрлӗ сăлтавсене пула командăри хӗрсен шучӗ сайралнă иккен, кам вӗренсе пӗтерсе урăх хулана куçса кайнă, тепри ӗç графикне пула волейбола çӳреймест тата ытти те. Çапла халӗ вӗсем пурӗ те 8-ăн кăна юлнă, командăра вара 12-ӗн пулмалла. Тренер çукки те ура хурать вӗсене. Малтанхи тренер, Хусанти спортпа туризм академийӗн 5-мӗш курс студенчӗ Алексей Патрин диплом ӗçӗ çырнипе вăхăчӗ çитменнипе хӗрсен волейбол командипе тренировка ирттереймест. Виççӗмӗшӗнчен, ятарлă тум та çук пирӗн спортсменсен. Пӗр сăмахпа, Хусанти чăваш хӗрӗсен волейбол команди волейбол юратакан 17 çултан аслăрах чăваш хӗрӗсене тата лайăх тренера кӗтеççӗ. Кăмăл пуррисем ку ыйтупа ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнне пымалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт