Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă

Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан,  пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.

Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан,  пулас конкурсанткăсен кастингӗ. Мероприятие йӗркелекенсем ЧНКА, конкурс дирекцийӗ тата «Аталан» çамрăксен пӗрлешӗвӗ. Кастинг уяв атмосферинче иртрӗ. Малтанласа «Аталан» пӗрлешӳ Тăван чӗлхесен кунне халалласа ирттернӗ конкурсра çӗнтернисене, Культура министерстви ирттернӗ Хакатона , республикăра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче иртекен мероприятисенче активлă хутшăнакансене тав хучӗпе тата парнесемпе  чысларӗç. 

Унтан конкурсанткăсен тупăшăвӗ пуçланчӗ. Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç. Вӗсем пӗр саслăн пулса финала Татьяна Апалаевăна суйларӗç. Вăл хӳтӗлӗ те юбилейлă конкурсра Хусан хулин чысне. 

Сăнӳкерчӗк конкурс дирекцийӗн архивӗнчен.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура