Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш туйӗ Çӗпӗрте те илемне çухатмасть

Тюмень облаçӗнчи Исетски районӗн 95 çулхи юбилейӗнче хăнасем чăваш туйӗнче пулса курнă.

Тюмень облаçӗнчи Исетски районӗ йӗркеленнӗренпе августăн 25-мӗшӗнче 95 çул çитнине хыпарлать Тюмень чăвашӗсен ентешлӗхӗ. Вырăссемпе, украинсемпе, тутарсемпе, казахсемпе юнашар чăвашсем те йышлăн пурăнаççӗ кунта. Çавăнпа та нацисен мозаикинче чăвашсем паллă вырăн йышăнаççӗ. Уяв валли хатӗрленӗ халăхсен «кил хуçалăхӗнче» чăвашсем те хăйсен культурипе паллаштарнă. Калас пулать, çӳллӗ шайра. Тюмень хулинчи «Ентешсем», Солобоево ялӗнчи «Çăлкуç» чăваш ансамблӗсем, Игорь Алексеев юрăç ятарласах килнӗ. Солобоево ялӗн чăвашӗсем вара чăваш туйӗн йăлине кăтартнă. Паллă ӗнтӗ, чăваш туйӗ Çӗпӗрте те хăйӗн илемне, пӗлтерӗшне, тарăн философине çухатман. Çак йăлана курма нумай халăх пухăннинчен тӗлӗнмелли çук. Çапла майпа чăвашсем тӗлӗнмелле пуян культурăллă халăх пулнине район çыннисем кăна мар, хăнасем те курса ӗненнӗ. ( Сăнӳкерчӗксем Тюмень чăвашӗсен «Одноклассникири» ушкăнӗн).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России