ЧĂВАШСЕМ ЮЛМАÇÇӖ ТЕ-И-ХА?

Чăвашстат пӗлтернӗ тăрăх, 2018 çулта январь-октябрь уйăхӗсенче Чăваш Енрен 17,104 пин çын куçса кайнă. Ку вăл Раççейри пӗр пӗчӗк хула чухлӗ. Миграци Канаш хулинче чи вăйлă палăрать.
Нумай пулмасть Чăваш Енри юлташăм, виçӗ ача амăшӗ, çемйипех Мускава пурăнма куçса каясси пирки каларӗ. Çакна вăл тăван тăрăхра лайăх тӳлекен ӗç çуккипе çыхăнтарчӗ. «10 пин тенкӗпе мӗнле пурăнмалла-ха пирӗн, ачасене ӳстермелле вӗт?!» – терӗ ку лару-тăру йăлăхтарса çитернине палăртса. Мана, паллах, унран уйрăлма çăмăл мар. Çапах та нимӗн те тăваймăн, пурнăç хистет. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре Мускавпа Санкт-Петербурга, пурнăç условийӗсем лайăхрах тата ытти регионсене ӗçлеме кăна мар, пурăнмах куçса каякансем йышланнă иккен. Чăвашстат пӗлтернӗ тăрăх, пӗлтӗр январь-октябрь уйăхӗсенче регионтан 17,104 пин çын куçса кайнă. Ку вăл Раççейри пӗр пӗчӗк хула чухлӗ. Миграци Канаш хулинче чи вăйлă палăрать. Районсенчен Шупашкара куçакансем те сахал мар, пӗлтӗр январь-июль уйăхӗсенче кăна 17,1-шӗ хула çынни пулса тăнă. Халăхсен çӗршыв тăрăх миграцийӗ, çав шутра чăвашсен те, унччен те пулнă, анчах юлашки 50 çулта питех палăрмастчӗ-ха.
ЮНЕСКО чăваш чӗлхине пӗтекеннисен йышне кӗртни тӗрӗсе тухса пырать ахăр. Енчен те ют регионсене, уйрăмах Мускавпа Санкт-Петербурга, çынсем çемйи-çемйипе куçса каяççӗ пулсан, унта вӗсем хăйсене чăваш теме пăрахаççӗ, ачисем пушшех те. Эппин, тепӗр çырав вăхăтӗнче чăвашсен шучӗ самай чакнинчен тӗлӗнмелле те мар пуль. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
19 января 2021 - 21:20Вакцина тӳрех ӗҫе кайса пырать Пӗр кун хушшинче Тутарстанра пине яхӑн ҫынна коронавирусран прививка тунӑ2000
-
19 января 2021 - 20:29Православи календарӗ - 2021 Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни3700
-
19 января 2021 - 20:24Фарид Мухаметшина Раҫҫей Президенчӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ Тивӗҫлӗ награда2200
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр5500
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.5500
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ38500
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.100200
-
16 января 2021 - 08:19Пандеми саврăшпуçсен планне пăсайман Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче Çӗнӗ çул умӗн стадион уçăлни, Сосновка поселокӗнчи çуртсене тахçан кӗтнӗ газ яни ял хутлăхӗнчи 2020 çула вӗçлекен чи илемлӗ те хаваслă пулăмсем пулни иккӗленӳллӗ мар. Стадион, тӗслӗхрен, ачасене те, çамрăксене те пӗрлештерекен вырăн халь. Варрине 5 метр çӳллӗш капăр чăрăш лартса халăхпа пӗрле уçнă ăна. Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче чун каничченех конькипе ярăнман çын юлмарӗ те пуль ку ялта. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтернӗ тăрăх, стадиона ашшӗ-амăшӗсем хăйсен вăйӗпе тунă. Эпир ку яла пынă чух ӗç йăлтах вӗçленменччӗ-ха, шыв сапса тунă каток çинче вара шăпăрлансем ярăнатчӗç те ӗнтӗ.19300
-
17 января 2021 - 11:232021 çулта Тутарстанра 2,6 миллион ытла тăваткал метр çурт-йӗр хута яраççӗ ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе 161 çурт (5159 хваттер) тума палăртнă. Хальлӗхе 6 çурта хута янă.15500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика