Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çитес çула республикăн бюджетне 40 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳстерме йышăннă

Кӗçех парламентра республикăн Тӗп финанс законне сӳтсе явма тытăнаççӗ. Леонид Якунин пӗлтернӗ тăрăх, бюджет çинчен закон проектне депутатсем тишкерме пуçланă. Ытти çулхи пекех бюджетăн тупăш пайне 2024 çулта ӳстерме палăртнă – 40 миллиард тенкӗ чухлӗ. Çавна май тăкаксен пайӗ те ӳсетех.

ТР Патшалăх Канашӗн черетлӗ ларăвӗнче Тутарстан Республикин 2024 тата 2025-2026 план тапхăрӗн бюджечӗ çинчен закон проектне пăхса тухма тăратнă. Çывăх вăхăтра документа пăхса тухма профильлӗ комитетсене яма палăртнă. Кӗçех парламентра республикăн Тӗп финанс законне сӳтсе явма тытăнаççӗ.

Леонид Якунин пӗлтернӗ тăрăх, бюджет çинчен закон проектне   депутатсем тишкерме пуçланă. Ытти çулхи пекех бюджетăн тупăш пайне 2024 çулта ӳстерме палăртнă – 40 миллиард тенкӗ чухлӗ. Çавна май тăкаксен пайӗ те ӳсетех.

Профильлӗ комитет пуçлăхӗн сăмахӗпе, бюджет политикин тӗп енӗсене федераллă шайра палăртнă. Çавсен шутне ятарлă çар операцийӗпе, социаллă сферăпа, промышленноçа технологи енчен çӗнетессипе, инновацилле проектсене пурнăçлассипе çыхăннă задачăсем кӗнӗ. Ăна РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗнче йышăннă. Федераллă тата патшалăх программисене пурнăçласси шантарнă тăрăх малтанхи шайрах юлӗ.

Леонид Якунин шучӗпе, 2024 çула пăхса хунă бюджет пурне те тивӗçтермелле, мӗншӗн тесен вăл оптималлă. «Ку çулталăк вӗçлениччен хăш япаласем çине ытларах тимлӗх уйăрмаллине çӗнӗрен пăхса тухса тишкермелле пулать. Лару-тăру çăмăл мар халӗ. Мӗншӗн тесен санкцисем малаллах тăсăлаççӗ. Çапах та промышленность ӗçленине те палăртса хăвармалла. Тупăш енӗпе малашнехи виçӗ çуллăха прогнозсем япăх мар. Тăкаксене тупăш хупласа пырӗ, дефицит ӳссе каясси курăнмасть», – лăплантарать ТР Патшалăх Канашӗн бюджет, налог тата финас комитечӗн пуçлăхӗ. Ку çулта тупăш палăртнă планран та маларах кӗрсе пырать.

2024 çула йышăнма тăратнă бюджет ытти çулсенчи пекех патшалăх программисене пурнăçласси тата социаллă енлӗ. «Программăллă бюджет республикăшăн чи эффективлă пулнине пурнăç çирӗплетсе  пачӗ. Тăкаксен 90 проценчӗ тӗрлӗ программăсене пурнăçлассине пырса тивет», – тет Леонид Якунин.

Бюджет çинчен закон проектне октябрӗн 19-мӗшӗнче пăхса тухма палăртнă. Унччен маларах, хальлӗхе палăртнă тăрăх октябрӗн 17-мӗшӗнче, муниципалитетсемпе республика шайӗнчи канашлу иртет. Тӗп финанс законне октябрӗн 24-мӗшӗччен профиллӗ юхăмсемпе парламентăн кашни комитетӗнче пăхса тухма йышăннă. Унтан Патшалăх Канашӗн бюджет, налог тата финас комитечӗн ларăвӗнче комитетсен сӗнӗвӗсене шута илсе тата танлаштарса бюджет енӗпе пурне те тивӗçтерекен йышăну тăваççӗ. Çавăн хыççăн тин бюджет çинчен закон проекчӗн виçӗ хутчен вулавӗн процедури пуçланать. Унсăрăн ăна йышăнмаççӗ.  

Закон проектне регистрациленӗ хыççăн унпа хуть кам та ТР Патшалăх Канашӗн официаллă сайтӗнче паллашма пултарать. Профильлӗ комитет ӗçченӗсен сăмахӗпе, республика укçи-тенки ăçта, кама, мӗн тума кайни йăлт уçă пулӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Сăнӳкерчӗкре Леонид Якунин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет