Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Декабрӗн 1-мӗшӗнче Мускавра вăйлисем кӗрешеççӗ

Мускавра Иван Ярыгин ячӗллӗ Кӗрешӳ керменӗнче Раççей халăхӗсен кӗрешӳ спорчӗн XIII фестивалӗ иртет. Хăйсен виçе йывăрăшӗнче çӗнтернисен хушшине абсолютлă первенство кăçал чăваш кӗрешӗвӗпе пулать. Спортсменсене ăнăçу сунатпăр!

Декабрӗн 1-мӗшӗнче Мускавра пысăк спорт мероприятийӗ пуласса шантарать. Кунти Иван Ярыгин ячӗллӗ Кӗрешӳ керменӗнче Раççей халăхӗсен кӗрешӳ спорчӗн XIII фестивалӗ иртет. Мероприятин тӗллевӗсенчен пӗри – Раççей халăхӗсен тӗрлӗ енлӗ спорт йăлисене тата халăхсен культура еткерлӗхне кăтартасси.

Ăмăртăва Мускав, Алтай, Пушкăртсан, Дагестан, Ингушети, Кабардин-Балкар, Калмык, Карачеево-Черкеси, Саха-Якути, Тутарстан, Тыва, Хакас, Чечня, Чăваш Ен, Байкал леш енчи округ, Иркутск облаçӗ, Чулхула, Тамбов, Кыргызстан, Таджикистан, Монголи спортсменӗсем (пурӗ 150 яхăн) хутшăнӗç. Сăмах май, спортсменсенчен пурте хăйсен наципе культура пӗрлешӗвӗн чысне хӳтӗлеççӗ. Мероприятие Мускав хулин наци политикипе регионсем хушшинчи çыхăнăвӗн департаменчӗ Мускав хулин спорт департаменчӗ, Кăнтăр-Хӗвелтухăç административлă округӗн Перфектури, Раççей Халăхсен Ассамблейи, Кавказ халăхӗсен конгресӗ тата ыттисем пулăшнипе ирттерет.

Çапла вара спортсменсем вырăс кӗрешӗвӗ (çухаран тытса), тутарпа пушкăрт кӗрешӗвӗ (пиçиххирен тытса), чăваш, Кавказ тата Çӗпӗр халăхӗсен кӗрешӗвӗсенче вăй виçӗç. Уйрăмах палăртса хăвармалла, хăйсен виçе йывăрăшӗнче çӗнтернисен хушшине абсолютлă первенство кăçал чăваш кӗрешӗвӗпе пулать. Çӗнтерӳçӗсене кубок, медаль, дипломпа парнесем парса чыслаççӗ. ( К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт