Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Евгений Турханăн çӗнӗ кӗнекипе малтанласа Шупашкарта паллашрӗç

Ӗнер, сентябрӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Тутарстан Республикин Писательсен союзӗн тата ЧНКА çумӗнчи Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗн, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, паллă писателӗн тта журналистăн Евгений Турханăн тин çеç пичетленсе тухнă кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. «Потомки Аттилы» ятпа кун курнă çӗнӗ кӗнеке. Хăтлава килнисем пурте тенӗ пекех сăмах илсе Турханăн çӗнӗ кӗнекине хакларӗç. Нумайăшӗ ăна чăвашла та куçарма сӗнчӗ. Паллă писатель тата драматург Владислав Николаев шучӗпе вырăсла тухни тӗрӗс те.

Ӗнер, сентябрӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Тутарстан Республикин Писательсен союзӗн тата ЧНКА çумӗнчи Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗн, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, паллă писателӗн тта журналистăн Евгений Турханăн тин çеç пичетленсе тухнă кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. «Потомки Аттилы» ятпа кун курнă çӗнӗ кӗнеке. 

Мероприятие питӗ нумай çын хутшăнчӗ, çавсен шутӗнче паллă писательсемпе поэтсем, ӳнер искусствин çыннисем, йышлă тăванӗсем пулчӗç. Евгений Турхана кӗнеке тухнă ятпа саламлама Лидия Филиппова тата Илья Иванов (вăлах мероприятие ертсе пычӗ), Владислав Николаев та килнӗччӗ. Кӗнекене кăларма Евгений Турхана аслашшӗпе пӗртăванӗн ывăлӗ Давид Турхан нумай пулăшнă. Хăтлавра писателӗн аппăшӗсем – Вероника Андреевнăпа Маргарита Андреевнăпа та паллашма май пулчӗ. Сăмха май, Вероника Андреевна та çыравçă, хăй каланă тăрăх, 65 çултан иртсен çырма пуçланă.

Хăтлава килнисем пурте тенӗ пекех сăмах илсе Турханăн çӗнӗ кӗнекине хакларӗç. Нумайăшӗ ăна чăвашла та куçарма сӗнчӗ. Владислав Николаев шучӗпе вырăсла тухни тӗрӗс те. Турхансен чăвашла пӗлмен тăванӗсене тăван чӗлхепе хавхалантарма пулăшасса шанать вăл. 

Евгений Турханăн кӗнеки унăн тăванӗсемшӗн çеç мар, мӗнпур чăвашшăн хаклă. Мӗншӗн тесен кӗнекен пӗрремӗш пайӗнче чăвашсен историне кăсăклă çырса кăтартнă вăл. Хăш-пӗрин шучӗпе юмах майлăрах та, анчах халапра халăх ăсӗ, унăн аваллăхӗ пытаннине те шута илмелле.   Тӗплӗнрех «Суварта» 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература