News by date 24 September 2022
-
Санкт-Петербург хулипе Ленинград облаçӗнче пурăнакансем чăваш тӗррипе паллашрӗç
Нева тăрăхӗнчи чăвашсем «Россия – созвучие культур» регионсем хушшинчи этнокультура фестивалӗнчен пӗр çул та юлмаççӗ. Шучӗпе 8-мӗш пулнă фестиваль кăçал Волхов хулинче иртрӗ.Пирӗн чăваш обществи унта «Многообразие чувашской вышивки: быт и одежда» куравпа хутшăнчӗ. Чăваш тӗррин илемӗпе Петербург тăрăхӗнчи чăваш наципе культурин пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Алевтина Тимофеевна Челноковăпа Тамара Германовна Николаева паллаштарчӗç, шăпах вӗсем хатӗрленӗччӗ курава. Нева тăрăхӗнчи чăвашсем «Россия – созвучие культур» регионсем хушшинчи этнокультура фестивалӗнчен пӗр çул та юлмаççӗ.
-
Евгений Турханăн çӗнӗ кӗнекипе малтанласа Шупашкарта паллашрӗç
Ӗнер, сентябрӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Тутарстан Республикин Писательсен союзӗн тата ЧНКА çумӗнчи Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗн, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, паллă писателӗн тта журналистăн Евгений Турханăн тин çеç пичетленсе тухнă кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. «Потомки Аттилы» ятпа кун курнă çӗнӗ кӗнеке. Хăтлава килнисем пурте тенӗ пекех сăмах илсе Турханăн çӗнӗ кӗнекине хакларӗç. Нумайăшӗ ăна чăвашла та куçарма сӗнчӗ. Паллă писатель тата драматург Владислав Николаев шучӗпе вырăсла тухни тӗрӗс те.
-
Кившешкелсен ӗмӗчӗ тинех пурнăçланчӗ: паян унта вăрçăра пуç хунисемпе çӗнтерӳпе таврăннисене халалласа палăк уçрӗç
Паян, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, Çармсан районӗнчи Кивӗ Утямыш ял хутлăхне кӗрекен Кивӗ Шешкелӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăка уçрӗç. Ăна тăвас çӗре пӗтӗм ял-йыш хутшăннă. Вунă çул каяллах ветерансемпе вăрçăра пуç хунă ентешӗсене асăнса мемориал палăкне лартас тенӗ ӗмӗт тинех пурнăçланчӗ кившешкелсен. Пурӗ çак ялтан вăрçа 123 çын тухса кайнă. Шел, пурте тăван яла таврăнайман, ун пеккисем 52-ӗн, 20 ытларахăшӗ хыпарсăр çухалнисен шутӗнче.