Кившешкелсен ӗмӗчӗ тинех пурнăçланчӗ: паян унта вăрçăра пуç хунисемпе çӗнтерӳпе таврăннисене халалласа палăк уçрӗç
Паян, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, Çармсан районӗнчи Кивӗ Утямыш ял хутлăхне кӗрекен Кивӗ Шешкелӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăка уçрӗç. Ăна тăвас çӗре пӗтӗм ял-йыш хутшăннă. Вунă çул каяллах ветерансемпе вăрçăра пуç хунă ентешӗсене асăнса мемориал палăкне лартас тенӗ ӗмӗт тинех пурнăçланчӗ кившешкелсен. Пурӗ çак ялтан вăрçа 123 çын тухса кайнă. Шел, пурте тăван яла таврăнайман, ун пеккисем 52-ӗн, 20 ытларахăшӗ хыпарсăр çухалнисен шутӗнче.
Паян, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, Çармсан районӗнчи Кивӗ Утямыш ял хутлăхне кӗрекен Кивӗ Шешкелӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăка уçрӗç. Ăна тăвас çӗре пӗтӗм ял-йыш хутшăннă. Вунă çул каяллах ветерансемпе вăрçăра пуç хунă ентешӗсене асăнса мемориал палăкне лартас тенӗ ӗмӗт тинех пурнăçланчӗ кившешкелсен.
Мероприяти питӗ те чаплă лару-тăрура иртрӗ. Унта Çарăмсан районӗн Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Марат Аглиуллин, Кивӗ Утямыш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Рафис Мингулов, Çарăмсанпа Аксу районӗсен çар комиссарӗ Сергей Иванов, ТР ЧНКА председателӗн çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçат редакторӗ Ирина Трифонова, Çарăмсан районӗн благочинăйӗ Александр атте, ытти хисеплӗ хăнасемпе ял-йыш хутшăнчӗ.
Палăка уçнă çӗрте асăннă çынсем пурте сăмах илсе ял çыннисене уявпа саламларӗç, ветерансене асăнса лартнă палăкăн историлле пӗлтерӗшӗпе хакӗ çинчен каларӗç, вăл уйрăмах паянхи лару-тăрура пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç.
Палăка тунă çӗре активлă хутшăннисене район администрацийӗ, çар комиссариачӗ тата ЧНКА ятӗннчен Хисеп хучӗсемпе наградăларӗç. Çак ялăн хисеплӗ çынни Евгнйи Илюхин сăмах илсе сăваплă ӗçе хутшăннисене пурне те ятран асăнса тав турӗ.
Кун пирк тӗплӗнрех хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев