Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Февралӗн 19-20-мӗшӗсенче Хусанта кăна 25 ӳсӗр водителе (вӗсенчен 16-шне шăматкун) тытса чарнă

ПАИн Хусанти уйрăмӗн Телеграмм-каналӗ пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ канмалли кунсенче Хусанта транспортпа çӳреме ирӗк паракан прави çук 6 çын руль умне ларнă, çулсем çинче 200 инкек пулнă.

Февралӗн 19-мӗшӗнче пӗр автомобиль ирхине 8:55 сехет тӗлӗнче Луначарский урамӗнче 13-ри хӗрачана çапса хăварнă та вырăнтан тарса пытаннă. Аманнă ачана ашшӗ-амăшӗ травмпункта илсе кайнă, телее, унăн пурнăçӗ хăрушлăхра мар.
Çав кунах Мензеле районӗнче М7 трассăн 1085-мӗш çухрăмӗнче Lifan,  Hyundai автомобильсем тата автошинăсем тиенӗ пысăк фура лекнӗ аварире, шел те, Hyundai автомобилӗн пассажирне ăнман, вăл вырăнтах вилсе кайнă, тепӗр пассажирӗпе водительне больницăна леçнӗ.
Çакăн йышши авари Çӳлту поселокӗнче те пулнă. Унта пысăк фура вăхăтра чарăнса ӗлкӗрейменнипе светофор патӗнче чарăннă 5 çăмăл машина çине пырса тăрăннă. Инкекре икӗ ача аманнă.
М7 çулăн Богородское еннелле кайнă çӗрте çав кун харăсах 3 авари пулнине хыпарлать «Татарстан-24» сайт. Пӗрремӗш аварие фурăпа Volkswagen лекнӗ, çăмăл машинăн водительне РКБна леçме тивнӗ. Тепринче Citroenпа Audi машинăсем пӗр-пӗрин çине пырса тăрăннă. Водительсем каланă тăрăх, умра пыракан машина пынă çӗртех çаврăнса ларнипе вӗсем унпа çапăнасран хăраса пăрăннă та пӗр-пӗрин çине пырса тăрăннă. Виççӗмӗш авари BMW автомобиль водителӗн айăпӗпе пулнă. Машинине итлеттерейменнипе вăл умра пыракан фура хыçне пырса тăрăннă. Телее, вилекенсем çук.
Февралӗн 19-мӗшӗнче Ешӗлвар районӗнчи чугун çул çинче те авари пулнине пӗлтерет РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Каçхине 16:58 сехет тӗлӗнче «Албаба–Хусан» маршрутпа пыракан хула çум поездне çăмăл машина çул паман. Автомобиль аванах лапчăннă пулсан та аманакан-вилекен çук. Тепӗр 18 минутран, чугун çул çинчи машинăна илсен, поезд малалла кайнă.

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев