Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИГНАТИЙ АРХИЕРЕЕ ПРИХУТ ПАНĂ

Кемерово тăрăхӗнчен ырă хыпар çитрӗ. Игнатий архиерее кӗлӗсем ирттерме прихут уйăрса панă – çветтуй асапçă Татьяна тата Турă Амăшӗн Иверски турăшӗн чиркӗвӗсене.

Прихут чиркӗвӗсем пысăк мар, Кемерово хулинчи Кедровка районӗнчи  Турă Амăшӗн Иверски турăшӗн чиркӗвӗ ытларах тӗне кӗртессипе ӗçлесе пынă, вăл пысăках мар. Çак чиркӗве Екатеринбург хулинчи металлурги  завочӗн хуçи А.А.Козицын туса лартнă.Игнатий владыка пӗлтернӗ тăрăх, чиркӳсене халиччен çын çӳресе кайман. Çапах малашне вӗсем чӗрӗлсе тăрасса пӗр иккӗленӳ те çук. Мӗншӗн тесен Игнатий аттен Турă панă хăвачӗ пысăк. Ун урлă мӗн чухлӗ çын ӗненӳ çулӗ çине тăнă-ши? Шутласа пӗтереймӗн.
Архиерейпе вăл Мускава, Çветтуй Синода кайса килнӗ хыççăн калаçрăмăр. Сассинчи хавхалану савăнтарчӗ.
– Халӗ шăпах должноçа кӗрес ӗçсем пыраççӗ. Кӗлӗ туса çынсем умӗнчи тивӗçе пурнăçлама май пулнишӗн савăнатăп. Мана ку питӗ çитместчӗ. Унччен те шанăçпа пурăннă, халӗ уйрăмах малашлăха шанса пăхатăп. Ку çул вӗçленсе килет, çăмăл пулмарӗ вăл, хамшăн каламастăп, пуриншӗн те вăл тӗрӗслев пулчӗ. Анчах пуриншӗн те тав тума манмалла мар. Малашлăха та шанса, пархатарпа пăхмалла. Иртсе пыракан çулталăкра хытă чӗрене, наянлăха, кутăнлăха пула ырă ӗçсем сахалрах туни çинчен те шутламалла. Мӗн тăвайнă пулăттăмăр-ши хамăрта çак çылăхсене çӗнтерейнӗ пулсан? Ак çакăн пек ыйтăва лартмалла кашни хăй умне.
Çулталăк нумай çын вилнипе те хурлăхлă пулчӗ. Эпӗ те тăвансемпе çывăх çынсене ӗмӗрлӗхех çухатрăм. Çапах килес çул пиллӗхлӗ пуласса шанса тăратăп. Чăннипех пиллӗхлӗ пултăр вăл. Халӗ типӗ вăхăчӗ пырать. Çак таса вăхăта Турă ирӗкӗпе пурăнса ирттересчӗ. Çитес Раштава таса чун-чӗрепе кӗтсе илесчӗ. Кăçал йăнăшни е пӗлмесӗр çылăха кӗни опыт пулса юлтăр.
Çамрăксене çитес çулта ăнăçу сунас килет, тен, кăçал вӗренсе çитереймен е тӗрлӗ кăткăслăхсем, чăрмавсем пулнă. Çитес çулта вара ырă ӗмӗтсем пурнăçланччăр. Тӗрӗс çулпа утмалла пултăр пурин те.
Чăвашсем пирки каласан, вӗсен çулне Турă çутатса тăтăр. Тата пурне те Иван Яковлевăн халалне асра тытма, унта çырнă пек пурăнса пыма сунас килет. Унăн халалӗ – вилӗмсӗр, ӗмӗрлӗхе. Чăвашсен хутне кӗрекенсем тупăнсах тăччăр. Хам енчен пуриншӗн те кӗл тăватăп, – хăйӗн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ Игнатий владыка.
Игнатий владыка пысăк чӗреллӗ çын. Хăйне хур кӳрекенсемшӗн те,  ăмсанакансемшӗн те  кӗл тăвать вăл. Чистайпа Анат Кама епархийӗнче ăна хирӗç тăнă пачăшкăсемшӗн кӗл тунине те пӗлетӗп.  Вӗсен çылăхӗ пысăк, епископа ӗçрен кăларттарма ним умӗнче те чарăнман вӗсем.
 – Хама хирӗç пулнисене пурне те каçаратăп. Пуриншӗн те кӗл тăвасси – манăн çветтуй тивӗç. Çӗнӗ çул çывхарса пынă май пурне те ырă сывлăх сунас килет. Çемьере тăнăç пурнăç, юрату пурăнтăр. Ашшӗ-амăшсем ачисене тӗрӗс воспитани паччăр. Амăшӗ пӗр ачине те пулин Турă ирӗкӗпе пурăнма хăнăхтарни пӗр чиркӳ туса лартнипе тан. Ан манăр çакна.  
Игнатий архиерей лара-тăра пӗлми çын. Вăл пултăклă хуçа. Кӗске хушăрах хăйне шанса панă епархире тирпей кӗртрӗ, халăхпа хутшăнса ӗçлерӗ, нумай социаллă проект пурнăçа кӗртрӗ. Кемерово тăрăхӗнче те вăл пӗр вырăнта лармасть. Нумай пулмасть  Новокузнецкри семинарие кайса килнӗ. Ун сăмахӗсемпе, тӗн семинарийӗнче ӗç-пуç йывăртарах пырать. Паяна пурӗ те 30 семинарист вӗренет. Вӗренӳ заведенийӗн тăкакӗсем вара сахал мар, аккредитаци илесси хăй кăна 30 миллион тенке ларать. Мӗнрен килет ку? Митрополи ӗçлесе çитереймест-и? Хăш-пӗрисем чиркӗве бизнеспа арпаштарнипе  çамрăксем тӗнрен писеççӗ-ши?  Пӗрне татса калама пулать: Вырăс Православи Чиркӗвӗ Игнатий атте пек тӗн çыннисене элексене шанмасăр пăхсан, тӗрев парсан халăхра ӗненӳ çирӗпленетех. Урăхла-тăк, семинарисенче вӗренекен шучӗ ӳсессе кӗтмелли çук. (Сăнӳкерчӗк Игнатий владыкăн харпăр архивӗнчен).

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России