Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧУНРА ПУЛСАН УРĂХЛА ПУРĂНМА ÇУК

Ял кунӗнче иртнӗ матча икӗ команда кăна хутшăнсан та вăл хӗрӳ иртрӗ. Ульяновск облаçӗнчи Мăклавшă ялӗн сборнăйӗ миçемӗш çул ӗнтӗ çӗнтерме ăнтăлать, анчах Çӗпрел районӗнчи хулаçырмисене парăнтараймасть-ха.

Хулаçырми (Çӗпрел районӗ) командине хоккейра çитекенни районӗпе кăна мар, кӳршӗллӗ регионсенче те сахал. Александр Бушуев тренер нумай пултаруллă спортсмена ӳстернӗ, çав шутра ял сборнăйӗнчи хоккеистсене те.

Шкул директорне те акă вăл пенсие тухсан ун вырăнне кам ӗçлесси пăшăрхантарать. Катока кирлӗ шайра тытса тăма, спортсменсемпе ӗçлеме пултаракан опытлă çынна тӳрех тупаймăн. Тав Турра, Александр Бушуев паяна хăй тивӗçӗсене лайăх пурнăçласа пырать. Хулаçырми команди те тӗп тренер пекех хоккейшăн çунса тăрать. Çавăнпа пулӗ вӗсем выляса яни пит сайра пулкалать. Ял кунӗнче хисеплӗ ялçыннине Владимир Манякова асăнса ирттернӗ матч та вӗсемшӗн ăнăçлă вӗçленчӗ. Кубок ялтах юлчӗ. Владимир Манякова юлташӗсем пултаруллă хоккеист, шанчăклă юлташ пек астуса манăçран кăлармаççӗ. Вăл пурнăçран уйрăлнă хыççăн Хулаçырми сборнăйӗ ун ячӗпе матчсем ирттерме тытăннă. 

 

Команда капитанӗ Анатолий Никитин сăмахӗсемпе, тернировкăсем кашни кунах иртеççӗ. Ку сезонра Çӗпрелӗнче, Пăвара, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнче пулнă матчсенчен пӗрремӗш вырăнсем илсе таврăннă.

– Ултă команда хутшăннăччӗ ăмăртăва, вăл январӗн 6-мӗшӗнче  иртрӗ. Финалта пăвасемпе выляса çӗнтертӗмӗр.  Тăватă команди Ульяновск облаçӗнченччӗ, – каласа парать Анатолий Никитин. Сăмах май, тренер тивӗçӗсене вăл хăйех пурнăçласа пырать.

Хоккей ялта аталанни çамрăксен воспитанийӗшӗн питӗ усăллă. Катока çине куллен килекенсен ӗçсӗр çапкаланса çӳреме вăхăт çук. Команда капитанӗн сăмахӗсемпе, хоккеистсем ӗçмеççӗ те, туртмаççӗ те.

– Чăнлăра çӗнтерсен кафене кайрăмăр. Ларса çирӗмӗр, саунăра çăвăнтăмăр, чей ӗçрӗмӗр те киле салантăмăр, – тет Анатолий Никитин.

Ял кунӗнче иртнӗ матча икӗ команда кăна хутшăнсан та вăл хӗрӳ иртрӗ. Ульяновск облаçӗнчи Мăклавшă ялӗн сборнăйӗ миçемӗш çул ӗнтӗ çӗнтерме ăнтăлать, анчах хулаçырмисене парăнтараймасть-ха.

Хулаçырми командин спонсорсем çук, кирлӗ экипировкăна вӗсем хăйсемех туянаççӗ. Ăмăртусене те кашни хăй машинипе пуçтарăнса каять. Анчах çакна вӗсем йывăрлăх шутне кӗртмеççӗ. Хоккей чунра пулсан урăхла пурăнма, шухăшлама çук. (С.Трифонов сăнӳкерчӗкӗсем).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт